Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; 10. фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; 11. пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12. пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13. вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем курма ӗмӗтленнӗ ҫӗрпе хуҫалӑх тӗлӗк ҫеҫ пулчӗ, тӗлӗкӗ вара тӗлӗк пекех иртсе кайрӗ, чӑннипе вӗсем ҫӗрпӳрте, кӗленчи ваннӑ хӑрах чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме ҫеҫ лекрӗҫ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫамрӑк креолкӑна ҫакӑ пурте тӗлӗк пек туйӑнса кайрӗ, лайӑх мар тӗлӗк пек мар, тӗлӗнмелле тӗлӗк пекрех туйӑнчӗ.Молодой креолке все это показалось сном, и скорее странным, чем неприятным.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӗлӗк, тӗлӗк, анчах тӗлӗкне хам курман та пулас, астумастӑп.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Иккӗмӗш ҫыруне, леш, хама «Пира-Полейкин» тесе ҫырнӑ пӗчӗк ҫыруне шута илмесен, августӑн 7-мӗшӗнче илтӗм; ҫав куна эпӗ кайран темиҫе хутчен те тӗлӗкре куртӑм, тӗлӗкӗмре курнӑ асапсемшӗн хам ҫине хам ҫиленекен пултӑм, тӗлӗк курнӑшӑн ҫиленме пулать тейӗн ҫав.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
28. Тӗлӗк курнӑ пророк хӑйӗн тӗлӗкне тӗлӗк пекех каласа патӑр; Ман сӑмахӑма илтекенӗ вара Ман сӑмахӑма тӗрӗс калатӑр.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Тӗлӗк тӗлӗкех ӗнтӗ, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫапла, тӗлӗк, ҫамрӑксен чӗрӗ, чӗрӗ те ҫутӑ, асамат кӗперӗ евӗр тӗлкӗшекен тӗлӗкӗ…
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Халь куҫ мӗн курни тӗлӗк мар ӗнтӗ, пурпӗрех, тӗлӗкри пекех, чӗрене тем хӗсет.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тӗлӗк мар ҫав, тӗлӗк мар.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ыран юриех ыйтас-ха Соньӑран: мӗнле тӗлӗк курнӑ вӑл эпӗ кунта ташласа тӑнӑ чух, кам ҫинчен те пулин питӗ тарӑн шухӑшласан, унӑн тӗлӗкне кӗме пулать, теҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах та тӗлӗк вӑл тӗлӗкех, унта тем те курма пулать.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Чӑн та кулӑ тӗлкӗшет ун пичӗ ҫинче, тутлӑ тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑрансан та хӑвна тӗлӗк тӗнчинчех туйнӑ пек, халь те Вавил ытамӗ кӳнӗ ырлӑхрах пуль-ха вӑл, Вавил ытамӗнчи туйӑмсемпех пуль-ха.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кирук ӑна сисмест мар, сисет, анчах ун шухӑшӗ паян ирхи тӗлӗк ҫине кайнӑ, ҫав тӗлӗкпех аташса пырать вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Авланмалла санӑн, Василий Петрович, эп ак кӗҫӗр тӗлӗк куртӑм, шӑпах сан ҫинчен, — тӗлӗкне калама пуҫларӗ Зоя, анчах Тамара каллех хӗрелсе кайнине асӑрхарӗ те тӑруках шӑпланса тӑчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирхи тӗлӗк ялан ытарлӑ пӗлтерӗшлӗ пулаканччӗ, мӗне пӗлтерчӗ-ши вара ку тӗлӗк? — тесе, ҫур сехет шухӑшласа выртрӑм ҫав…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Лайӑх тӗлӗк курса, тӗлӗкре арӑмӑрсене курса ҫывӑрӑр-ха кӗҫӗр.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр енчен, ирхине-мӗн кайсан усал тӗлӗк курнӑ ҫын сана хӑйӗн тӗлӗкне сунма пултарать.С другой — сосед может перенести на тебя свой дурной сон, что привиделся ему ночью:
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.