Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вихтӗр йывӑҫ тӑрринелле тинкерет.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Э-э, авӑ, авӑ унта иккен Хӗвел Тусӗ, — алӑпа юпа тӑрринелле тӗллесе кӑтартать вӑл ашшӗне.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Кам ара ку? — йӑмра тӑрринелле пӑхрӗ Венюк.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
— Вӗсене ӑҫта чикӗпӗр? — пуҫ тӑрринелле кӑтартрӗ каччӑ.
14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл чарӑнса тӑчӗ, каялла сиксе ӳкрӗ, унтан ҫывӑхри йывӑҫ тӑрринелле ҫиҫӗм пек вӑшт! турӗ те пытанчӗ, вара пӗтӗм кӗтӳ кӑшкӑрса ярса ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унтан сӗрӗмленекен вӑрман тӑрринелле хӗвеле хирӗҫ ал айӗн пӑхрӗ те шартах сикрӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Е ӑна кашкӑрсем йывӑҫ тӑрринелле улӑхма тытӑнаҫҫӗ пек туйӑнчӗ, е ҫӳлевӗҫ турат ҫинчен турат ҫине сикет пек курӑнчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр лайӑх кун тутар ҫынни пысӑк лавпа ҫул тӑрӑх ту тӑрринелле хӑпарнӑ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ахмар куҫне ҫеклерӗ те хурӑн ҫинче Алюн паллине курчӗ: виҫӗ ҫӗмрен касса кӑларнӑ унта, пӗр ҫӗмрен вӗҫӗ — кайеннелле, иккӗмӗшӗн йывӑҫ тӑрринелле, тата теприн йывӑҫ тымарнелле.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑрах пӳрт тӑрринелле — мӑрье ҫине — пӑха-пӑха илетӗп.
Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.
Паллах, ун «тӑрринелле» кашни вӗренекен хӑйӗн сывлӑхне, вӑй-халне, ку таранччен пухнӑ пӗлӳсен никӗсне, пуҫ миминчи кукӑрлӑ-макӑрлӑ йӗрсен шутне, шухӑшлав уйрӑмлӑхӗсене кура хӑйӗн манерӗпе, хӑйӗн сулӑмӗпе, хӑйӗн сукмакӗ-ҫулӗпе тапаҫланать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унӑн хуҫийӗ, хӑй пурнӑҫне ик-виҫ минутлӑха та пулин тӑсас тенӗ пек, ҫӳллӗ ӑвӑс тӑрринелле пӗтӗм вӑйран талпӑнать.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Тепӗр ҫӗрте тата ҫӑварне метр тӑршшӗ ҫинҫешке патак хыпнӑ, патаккин икӗ вӗҫне те вӑтӑр-хӗрӗхшер кӑмпа тирнӗ пакша чӑрӑш тӑрринелле сиккелесе улӑхнине асӑрхарӑм та чылайччен ним тапранмасӑр ҫӳлелле тинкерсе тӑтӑм.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
— Актӑ хурами, — терӗ Нагасова, мӑнаҫлӑ йывӑҫ тӑрринелле пуҫне каҫӑртса пӑхса.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Ав, ара! — чӑпӑркка аврипе хапха тӑрринелле кӑтартрӗ Трифун.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл юлашки хут: — Пӗкместӗн пулсан, акӑ! — терӗ те, хӗҫне хӑвӑрт пуҫ тӑрринелле ҫӗклерӗ, анчах ҫак самантра Петӗр паҫӑрах кӗсйинче тытса тӑракан наганне туртса кӑларчӗ — Шаккур ҫине тӗллерӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ыттисем тата ӑҫта? — хулӑн сасӑпа ыйтрӗ Петр Петрович, пӳрт тӑрринелле тинкерсе.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах Шахрун тытма тесе аллине тӑссанах вӑл, кушак пек, чӗрӗ туратран чап! ҫавӑрса тытать те вӑрмана сикет, тӗме тӑрринелле тапаҫланса хӑпарса каять.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.