Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малта тӑраканӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те: — Слышь, эсӗ… санпа калаҫатӑп. Вообщем, сирӗн кунта ыттисем пурте меммесем. Пӑхатӑп та — санпа калаҫма пулать пуль тетӗп. Кӗскен каласан итле, ачамккӑ: халӗ эпир каятпӑр, сана вара вун пилӗк минут паратпӑр. Вообщем, пӗр виҫӗ хӗр пирӗн валли тупса хур. Кайран, виҫӗ-тӑватӑ сехетрен, каялла илсе килсе яратпӑр. Ҫав сухалли (Изосимыч экспедици вӑхӑтӗнче хырӑнманччӗ) урӑх ман куҫӑма ан курӑнтӑр, — терӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
— Хӗрарӑмсен нуша пусса килсен пӗр йӑпанӑҫ анчах — чӗлхисене хыҫасси, — йышӑнчӗ Матрюне Карпова бригадир, ҫак путсӗрле суя сӑмах ӑҫтан пуҫланса кайнине курса тӑраканӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ҫынсем палкаҫҫӗ унта, эсӗ хуларан Белокопытовран хӑранипе тухса тарнӑ, теҫҫӗ, — калаҫма ҫаплипех чарӑнмарӗ леш вӑрттӑн хыпар пӗлтерсе тӑраканӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна шалтан шӑла ҫырттарса, тар тӑкса кӗрешме вӑй парса, малашлӑхалла ҫуттӑн хавхалантарса тӑраканӗ вара ҫав-ҫавах чӗрери пӗр самантлӑха та чӗрӗлӗхне ҫухатман, ялтӑр-ялтӑр хыпса ҫунсах тӑракан сӳнми юрату — Полина юратӑвӗ — пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне шалтан тан таптараканӗ, пурнӑҫ кӑвайтне сӳнме памасӑр типӗ, тӑн-тӑн хурӑн пуленкисем хурса, карлаттарса ҫунтарса тӑраканӗ вара каллех Полина пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун чухне Надежда Константиновна партин Тӗп Комитечӗпе Владимир Ильич хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесе тӑраканӗ пулнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Аннепе атте, Валентина Ивановнӑпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакӑр ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑӗ Ҫемьере пӗр чӑмӑра чӑмӑртаса тӑраканӗ, пурне те ҫепӗҫ кулӑпа ӑшӑ туйӑм парнелекенӗ — анне, ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ.
Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/
Турӑш йӑтса тӑраканӗ вара пухӑннӑ халӑха чиркӳ картишӗнчен урамалла ертсе тухрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ялтан инҫех мар йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче постра тӑраканӗ сасӑ пачӗ:
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Арсенала пӑхса тӑраканӗ, пӗр хаяр старик, кунта мӗн чухлӗ хӗҫпӑшал иккенне тӗрӗс калаймарӗ: ку хӗҫпӑшала кунта тӗрлӗ ҫӗртен илсе килсе тултарнӑ, унта ҫӗрӗкки, тутӑхни, юрӑхсӑрри те пайтах пулас пулнӑ…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, Лилипутин хӑватлӑран хӑватлӑ императорӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхне савӑнтарса тата хӑрушлӑх кӳрсе тӑраканӗ, пилӗк пин блестрег (йӗри-тавра вуник миля яхӑн) йышӑнса ҫӗр чӑмӑрӗ хӗррине ҫитех сарӑлса выртакан ҫӗре тытса тӑраканӗ; монархсен монархӗ, этем ывӑлӗсенчен чи асли, урипе ҫӗр кӑвапи ҫине пусса, пуҫӗпе хӗвеле тӗкӗнтерсе тӑракан, аллине пӗрре сулнипе ҫӗр ҫинчи патшасен чӗркуҫҫине тӑр-тӑр чӗтретсе тӑракан; ҫур кунӗ пек кӑмӑллӑскер, ҫу кунӗ пек ырлӑхлӑскер, кӗр кунӗ пек иксӗлми пурлӑхлӑскер, хӗл кунӗ пек хаярскер.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Акӑ, ҫын мана чӗркуҫҫийӗпе сӗртӗнсе, вӗрискер, шухӑшлаканскер ларать; хӑйне-хӑй шанса вӑл ҫынсене хӑй мӗнле пӑхнӑ пек тӑратса тухать; пурин ҫинчен те, хӑйӗн тиркеме те, ирӗк пама та власть пур пек калаҫать, — вӑл ҫынта темскер мана кирли пур, е темскер, мана кирлӗ маррине палӑртса тӑраканӗ пур.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Палӑк умӗнче чарӑнса тӑраканӗ, ун тавра утса ҫаврӑнаканӗ сахал — ҫуда май йӑкӑлт ҫаврӑнса пӑхса илеҫҫӗ те малалла чупаҫҫӗ.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вуттине татса-ҫурса хатӗрлекенӗсем аслӑ классенчи ачасем, кӑтартса-вӗрентсе тӑраканӗ шкул директорӗ пулнӑ.Распиливали ее учащиеся старших классов под руководством директора школы.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫак пысӑк юхӑм пуҫӗнче тӑраканӗ, ӑна ертсе пыраканӗ, «Искрӑн» тӗп редакторӗ Владимир Ильич пулса тӑрать.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫав ҫынсем чарусӑр ҫилӗ килнипе, тата Кассий Кольхаун пек пулӑшса тӑраканӗ пулнине — эсир шухӑша илетӗр-и — вӗсем унпа мӗн туса пӑрахма пултараҫҫӗ?
ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл лӑпах маншӑн та килӗшӳллӗ хӗҫпӑшал пулать, — терӗ ӑна хирӗҫ тӑраканӗ.Это как раз и для меня подходящее оружие, — ответил противник.
XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сӗтел вӗҫӗнче ялти теҫетниксенчен пӗри, голова командинче тӑраканӗ, чӗлӗм туртса ларать, кил хуҫине хисеплесе вӑл сӑхманне те хывман.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл ҫӑвар уҫма та ӗлкӗреймерӗ, юмӑҫ пӑхас ӗҫре ӑна пулӑшса тӑраканӗ — хура куҫлӑ Фая ура ҫине сиксе тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӑлхарсен сутӑнчӑкӗ, тӗрӗксене пӗлтерсе тӑраканӗ X.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.