Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑччӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ваттисем картишне кӗрсе ҫеҫ тӑнӑччӗ — мӗнпур яла вут хыпса илнӗн ҫап-ҫутӑ пулса кайрӗ, урам тӑрах велосипед утланнӑ ҫамрӑксем шӑнкӑртаттарса иртрӗҫ, клуб енче юрӑ янӑрать.

Help to translate

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мунча ҫенӗкне кӗрсе салтӑнма ҫеҫ тӑнӑччӗ — вӑрманти ҫулпа мотоциклсем тӑрӑлтатса ҫывхарни илтӗнчӗ.

Help to translate

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Каялла ҫаврӑнса утма тӑнӑччӗ кӑна вӑл, Ваҫукпа милиционер кӗнине курах кайрӗ.

Help to translate

Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сӑпани алӑкран тухма ҫеҫ тӑнӑччӗ, Ҫимун, темскер астуса, Сӑпание каялла ҫавӑрчӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Варти ҫынсем каялла ҫаврӑнма тӑнӑччӗ ҫеҫ, тата хаяррӑнрах кӑшкӑрса ячӗ сунарҫӑ:

Help to translate

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӗрте выртакан нимӗҫ автоматне илме ҫеҫ тӑнӑччӗ вӑл, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче вутлӑ тӑпра юпи ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аса илтеретпӗр, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Физкультурӑпа массӑллӑ ӗҫ-хӗл енӗпе Ҫӗпрел районӗ Тутарстан Республикинчи чи лайӑх ял районӗ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑччӗ.

Help to translate

Спорт уйрӑмне — автомобиль // Раниля Алиуллова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... -avtomobil

Ӗҫлекен пулманран аваллӑх ҫурчӗ чылайранпа хупӑ тӑнӑччӗ.

Help to translate

Музей ӗҫлеме пуҫларӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80e/

Игорь палаткӑна кӗме тӑнӑччӗ, анчах йывӑҫсем хушшипе кӑвак кӗпеллӗ хӗрарӑм ҫывхарнине курсан чарӑнчӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Темиҫе ҫул каялла ҫакнашкал пырса тӑнӑччӗ вӑл кунта.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кнопка ҫине пусма тӑнӑччӗ ҫеҫ, алӑк кӑшт уҫӑ пулнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Тырӑ вырнӑ ҫӗре каяс килчӗ, ҫуран утас килмерӗ. Атте епле ӗҫленине пӑхса тӑнӑччӗ те, хам туса пӑхрӑм, аппалансан хурҫӑ утӑм сас пачӗ», – аса илет Владислав темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Тухса каяс тесе ура ҫине тӑнӑччӗ, шӑпах ҫав вӑхӑтра сцена ҫинчен такам каланине илтрӗм:

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Крыльца умӗнчен хапха патне юр хырса ҫитнӗ вӑхӑта хапха умне Хумкка мучи килсе тӑнӑччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫине Петрук тухса тӑнӑччӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрӗкне тӑхӑнса, ҫуна пуҫне хӑпарса ҫеҫ тӑнӑччӗ Петрук — лаши харт! турӗ те, аҫа ҫапнӑ пек шатӑртаттарса вӑрмантан тухса, ялалла тапса сикрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах кӗлетрен тухма ҫеҫ тӑнӑччӗ, темскер курса, каялла кӗчӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка пӳртелле кӗме тӑнӑччӗ, ӑна Петӗр чарчӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сцена ҫине юрлама ял хӗрӗсемпе Литваран, Латвирен, Мускавран килнӗ хӗрсем тухса тӑнӑччӗ кӑна — урамра чан сасси янӑраса кайрӗ, тахӑшӗ клуб алӑкне уҫса пӑрахрӗ:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хӑйӗн кӗпе-йӗмнех тӑхӑнма тӑнӑччӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed