Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнӑ (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Выльӑх-чӗрлӗх те тытнӑ.

Help to translate

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

2018 ҫулта биатлонист Молдавие куҫма шухӑш тытнӑ.

В 2018 году биатлонист принял решение переехать в Молдавию.

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Президент ҫапла хушса хунӑ: пограничниксен хӑюлӑхне пула, тара тытнӑ ҫынсен, сутӑнчӑксен тата диверси ушкӑнӗсен бандисене Раҫҫей территорине темиҫе хутчен те кӗме хӑтланнисене пӳлнӗ.

Help to translate

Путин пограничниксене професси уявӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... an-3788306

Линдберг ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытнӑ, анчах та вӗҫеве хатӗрленме укҫа кирлӗ пулнӑ.

Линдберг решается поучаствовать в соревновании, однако подготовка полёта требовала денег.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

«Акӑ ку сӑн ӳкерчӗкре Анатолий Емельянович Пугачев. Вӑл манӑн аннен аппӑшӗн мӑшӑрӗ пулать. 1966-1972 ҫулсенче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турханти ял библиотекинче ӗҫленӗ. Ачаранах кӗнеке вулама юратнӑ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла кӗнеке тытнӑ», - каласа парать Надежда Владиславовна сарӑхарах кайнӑ сӑн ӳкерчӗке сӑнаса.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Ача-пӑча ушкӑнӗ ял ҫумӗнчи вӑрманалла ҫул тытнӑ.

Help to translate

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Анчах та ун патне аллисене кӗреҫесем тытнӑ ачасем пырса тухнӑ.

Help to translate

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Антун мучи виҫ-тӑватӑ ҫухрӑмри хула пасарӗнче ҫур пӑт хур мамӑкӗпе ҫур пӑт пӑта туяннӑ, унтан ялалла ҫул тытнӑ.

Help to translate

Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.

Тарзан, унӑн урисем урлӑ выртнӑскер, Вовӑн ҫӑкӑр тытнӑ аллине нӑш-нӑш тутарса шӑршласа илчӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кам ҫуран, кам утпа; кам сенӗкпе, кам шӑчӑпа; каччӑсемпе хӗрсем те хӑшӗ ухӑ, хӑшӗ ҫӗмӗрен тытнӑ тет.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ушкӑнпа тытнӑ пулӑсем шыва лекнӗшӗн хӗпӗртесе ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа ишсе ҫухалаҫҫӗ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавӑнпа та утлӑ ҫарла выляма шут тытнӑ ачасем нумай кулянса тӑмаҫҫӗ, йӑмра хуллисенчен хӗҫсем тӑваҫҫӗ, кӗвентесенчен — лашасем.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫӑкӑр, — пан улми тытнӑ аллине ҫурӑмӗ хыҫне пытарать ача.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Туйне типӗ тытнӑ хыҫҫӑн уявра вылярӗҫ.

Help to translate

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тӗлӗкре мар, чӑн-чӑнах пулнӑ пек, сӑнӗ шыва янӑ чухнехи пекех, ман алла ярса тытнӑ та хӑй хыҫӗнчен туртать, аран-аран вӗҫерӗнтӗм вӗт.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл Сухви аллине хӑйӗн ҫинчен сирчӗ, унӑн тӑрантасран тытнӑ аллине вӑйпах уйӑрчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кашни хӗрарӑм хӑйне ачашланине, хисепленине юратать, ку пӗрремӗшӗ, иккӗмӗшӗнчен, чечеке тытнӑ пек, асӑрхануллӑ тытнине кӑмӑллать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Э-э, эпӗ вара ҫӑмӑллӑнах ҫуратнӑ, ачана ялти юмӑҫ алла тытнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хулара эсӗ ӑна хӑв ҫумӑнта тытнӑ пулӑттӑн пӳлӗмӗн ҫав тӑватӑ стенинче, унта ытлашши ирӗкленеймӗн.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӗҫлесе илнӗ укҫана алла тытнӑ чухне куҫӗсем сӑхӑран алчӑратчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed