Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухтӑрсем (тĕпĕ: тухтӑр) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та пирӗн республикӑран пулӑшма килнӗ тухтӑрсем пациентсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

Луганск Пушкӑрт тухтӑрӗсене шанать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3791294

Суранӗ ҫаплах юхнӑ, ури тӳрленмен, тухтӑрсем татасшӑн та пулнӑ, анчах вӑл хирӗҫленӗ.

Help to translate

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Тухтӑрсем тухса ҫӳремелли мел «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн йӗркипе пурнӑҫланать.

Help to translate

Усал чирсене вӑхӑтра тӗпчесе палӑртмалла // Н. ФЕДОРОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/us ... palrtmalla

Пӗр пӑхсан кулӑшла пек те, анчах та тепӗр медицина тӗрӗслевӗнче тухтӑрсем лару-тӑру улшӑннине палӑртнӑ.

Help to translate

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Вӗсен тӗп тивӗҫӗ — пурнӑҫ ҫӑласси, пирвайхи медицина пулӑшӑвне кӳрсе ҫынна тухтӑрсем патне больницӑна оперативлӑ илсе ҫитересси.

Help to translate

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Республикӑн тӗп кардиологӗ Галина Авдеева, кардиологин ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ пулнӑ май, тухтӑрсене вӗрентнӗ чухне тӗрлӗ тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ курнӑ: тухтӑрсем хушшинче кашни эрнере тематикӑллӑ семинарсем ирттернӗ, сиплевпе тӗрӗслев комиссийӗсем вӑхӑтӗнче чирлӗ ҫынсен чирӗсене тишкерсе тухнӑ, амбулатори карттисене куллен тишкернӗ, уйрӑмсен заведующийӗсене чир-чӗр аталанӑвӗн историне тӗпчеттернӗ, патологоанатоми конференцийӗсене йӗркеленӗ.

Главный кардиолог республики Галина Авдеева, как председатель научного сообщества кардиологов, применяла различные эффективные методы обучения врачей: еженедельные тематические врачебные семинары, разбор больных на лечебно-контрольных комиссиях, ежедневный анализ амбулаторных карт, проведение историй болезни заведующими отделениями, организация патологоанатомических конференций.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Тухтӑрсем салтака юрӑхсӑр тесе ҫырса хунӑ, тет, сана, — татса каларӗ Сӑпани.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр икӗ кунтан ҫав ҫулпах кайма тиврӗ, Сантӑрккан ӳтне турттарса таврӑнчӗҫ — нумай юн кайса вилнӗ терӗҫ тухтӑрсем.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юнӗ нумай юхнӑ, анчах сыватма май пур терӗҫ тухтӑрсем.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем нумай утма хушмаҫҫӗ, анчах пӳртре тӳссе лараймасть вӑл.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ, ватӑлса ҫитнӗ май, кӑштах кукӑрӑлма пуҫланӑ, ҫапах чирлесе курман, тухтӑрсем патне ҫӳремен.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитрӗм те — тухтӑрсем ӑна пульницӑран кӑлармаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем пит ҫуран ҫӳреме хушмаҫҫӗ, — уксахлакан сылтӑм урине тыткаларӗ вӑл.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем пӗлмесӗр каламӗҫ, ывӑлӑм.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах куракан пулатӑн, терӗҫ тухтӑрсем.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем пӑрака ӑшне ларма хушаҫҫӗ, эппин.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, алӑкран тухтӑрсем килсе кӗчӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хулара тухтӑрсем те пур.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тухтӑрсем этем ӗренкине кӗртрӗҫ мана.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

— Урӑх ача кӗтмелли те ҫук ӗнтӗ санӑн, — терӗҫ ӑна тухтӑрсем юлашки хут вӗсем патне лексен.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed