Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусӗн (тĕпĕ: тус) more information about the word form can be found here.
Сасартӑк Хӗветӗр умне шурӑ шӑлаварлӑ, шур кӗпеллӗ, шӑл тасатмалли порошокпа шуратнӑ пушмаклӑ Петӗр тусӗн сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавӑнпа та тусӗн йӑранӗ ҫинчи тӗмсене те хутран-ситрен пулин те кӑларса пыма тытӑнчӗ.

Help to translate

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Толя, тӑванӑм, — каччӑ тусӗн кӑмӑлсӑр пит-куҫне курса, ун ҫине йӑлӑнса пӑхрӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӑл тусӗн аллинчи сӑнӳкерчӗке туртса илчӗ те палатка еннелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Унсӑрӑн памастӑп, — йӗкӗлтерӗ Игорь, конверта тусӗн пуҫӗ ҫийӗн ҫавӑркаласа.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Каччӑ тусӗн ҫырӑвне суйласа илчӗ, ыттисене хӑй тавра пуҫтарӑнса тӑнӑ юлташӗсене пачӗ те аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Сисмен ку таранччен эсӗ уншӑн ҫапла ҫуннине, — терӗ Игорь, тусӗн шухӑша кайнӑ хавассӑр пичӗ-куҫӗ ҫине пӑхса.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫавӑн чухне тепӗр виҫӗ кунтан яла Чубай тусӗн «Победипе» килчӗ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Калаҫмасӑр епле тусӗн?

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Павӑл сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ те тусӗн хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ:

Help to translate

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку Хӗветли тусӗн — Ваньккӑн сасси…

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Искусство тусӗн спорт тусӗ те пулмалла.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ну, тапрантӑмӑр, Салават, — аллине тусӗн хулпуҫҫийӗ ҫине танлӑн хучӗ Пугачев.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хваттере Липа ашшӗн тусӗн кӗҫӗн ывӑлӗ Эдик, Лина ҫуралнине таҫтан пӗлнӗскер, анчахрах шанчӑклӑ мар вырӑнтан таврӑннӑскер, тусӗсемпе кӗпӗртетсе кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Сана эпӗ, Полинушка, ӗмӗр-ӗмӗр кӗтме хатӗр, — тусӗн пӗчӗк аллисене тытса чӑмӑртарӗ Ревлен.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫамрӑк хӗр чӗри кашни ҫӗнӗ тӗлпулӑва хумханса кӗтрӗ, савнӑ тусӗн сассине, ҫепӗҫ куллине асӗнче тытрӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Тамара! — тусӗн куҫӗнчен тӗпчевлӗн пӑхрӗ Лена.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак самантра унӑн чунӗ хӑйӗн айӑпсӑр арканнӑ юратӑвӗшӗн те, тусӗн телейсӗр юратӑвӗшӗн те эрленсе-хурланса кӳтрӗ.

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫав каҫ мана Дмитриева хӑй сӑвӑсем ҫырни ҫинчен вӑтанса каларӗ, — терӗ Иванов, тусӗн чӗрине мӗнле шухӑш ыраттарнине сисмесӗр: — «Сӑввӑрсене вулаттарӑр-ха мана», — тетӗп ӑна.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таня шурӑ платйине симӗс курӑкпа вараласран тусӗн халат аркийӗ ҫине ларнӑ, Кольӑна, мӑйӗнчен ыталаса, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хунӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed