Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗп тӗнсем — индуизм тата ваджраян буддизм турачӗ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Октябрьскинчен 27 ҫухрӑм тухӑҫалла, Рабкор чукун ҫул чарӑнӑвӗнчен (Осиповичи — Жлобин линирен килекен Бобруйск — Рабкор турачӗ ҫинче) 31 ҫухрӑмра, Гомельрен 253 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Корма (Октябрьски районӗ) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BD%D3%97)
Пирӗн писательсем, аслӑ Раҫҫейӗн тӗнчипе малта пыракан вӑйлӑ литературин пӗр ешӗл турачӗ пулса тӑракан чӑваш литературине малалла ҫитӗнтересшӗн, хӑй ӗҫне парӑннӑ ӑста пек тӑрӑшрӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кушака мӑйӗнчен пӑралукпа темиҫе хутчен явакласа илтӗм, пысӑк йӑмра турачӗ ҫине выртса пӑралук тепӗр вӗҫне туратран ява пуҫларӑм.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Турачӗ вара ҫук.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Лӑштӑр-р! хупласа хучӗ вӗсене тем пысӑкӑш турачӗ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Сасартӑк хӑй пуҫӗ тӗлӗнче, йӑмра турачӗ ҫинче, шӑнкӑрч ларнине курчӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗр енчен – асамлӑх тӗнчи, тепӗр енчен – хальхи ӑру валли выртса юлнӑ «несӗлсен пурнӑҫ сукмакӗ, ҫухалсах, вансах пӗтмен шӑпин турачӗ».
«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238
Пӗр турачӗ тата палккун алӑкнех сӗртӗнсе тӑрать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫтаппаншӑн ҫак сӑмахсем шывран тухасшӑн тапаҫланакан ҫын аллине лекнӗ йывӑҫ турачӗ вырӑннех пулчӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кӑна ҫапла каланӑ ҫеҫ, тӗрӗссипе милӗкре пилӗк-ҫичӗ тӗрлӗ йывӑҫ турачӗ кӑна пулнӑ.Это только сказано был так, на самом же деле в венике было только пять-семь разных ветвей деревьев.
Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625
Пӗр ҫинҫерех турачӗ — хӑрӑкскер пулчӗ-ши — хуҫӑлса ӳкрӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ши! шӑхӑрчӗ ватӑ йывӑҫӑн аялти пӗр турачӗ ҫине пырса ларнӑ хура пуҫлӑ кӑвак сӑнчас.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Усӑнчӑк турачӗ шӑпах ял еннелле сулӑннӑ, ӑна лайӑх астӑватӑп.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Куратӑн-и пӗр турачӗ ҫӗрелле усӑнса тӑрать? — аллипе тӗллерӗ Изамбаев.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Елюк халь уншӑн пахчари ҫӗмӗрт турачӗ ҫинче ларакан шӑпчӑк пекех туйӑнать: ҫав кайӑк юррине итлеме ытарма ҫук аван, ун патнелле ҫывхарнӑ чух сас-чӗвӗ кӑларасран сыхланатӑн, ӑна тартасран хӑратӑн…
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Санӑн шывун та, манӑнни пекех, турачӗ ҫук.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сан шывун турачӗ пур-и?
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эсӗ вара… шывӑн турачӗ ҫук, вӑйпутӑн — чӗри ҫук тесе ахальтен каламан ҫав…
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шывӑн турачӗ ҫук, шывӑн турачӗ ҫук…»
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.