Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулчӗҫ (тĕпĕ: тул) more information about the word form can be found here.
Пӗлтерӳ панӑ хыҫҫӑн ялти тата ун таврашӗнчи Акчел, Элекҫей Тимеш, Аслӑ Елчӗк, Елчӗк, Тӳскел, Ӗнел ялӗсенчен ҫамрӑксем килсе тулчӗҫ, халӑх клуба та вырнаҫаймасть.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Паян сӑнама вӑхӑт пулмарӗ-ха, паян — хӑнасем килсе тулчӗҫ.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хирсем машина-трактор сассисемпе тулчӗҫ.

Help to translate

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Кӗтӳ ячӗ, йӑмраллӑ та хурӑнлӑ сарлака урамсем выльӑх сассипе тата сӑрӑрах тусанпа тулчӗҫ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпир нихӑшне те чӗнменччӗ, анчах вӗсем, килсе тулчӗҫ те пире ҫакса, касса, ҫунтарса, персе вӗлерме тытӑнчӗҫ, эпир юн тӑкса илнӗ ирӗклӗхе пӗтерсе лартма хӑтланчӗҫ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ун чухне пирӗн пата нумай гербертсем килсе тулчӗҫ, — терӗҫ вӗсем мана.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ҫӳлти атте-турӑ ячӗпе калатпӑр сире: ҫӗр ҫине вут сапакан ҫӗлен-калтасем тулчӗҫ, пӗлӗтре тимӗр кайӑксем вӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юманлӑх хыҫӗнче карҫинккасем часах тулчӗҫ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лена куҫӗсем куҫҫулӗсемпе тулчӗҫ.

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вӗсем сасартӑк улшӑнчӗҫ, хаярлӑхпа тулчӗҫ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑксем «кӳршӗ ялтан» та «Ҫилпи» урамне килсе тулчӗҫ.

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗмӗтсем тулчӗҫ ӗнтӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Карасев бригадинчи хӗрсен-хӗрарӑмсен ячӗпе таҫтан-таҫтан ҫырусем килсе тулчӗҫ.

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Павел иртнӗ ҫул агрослетӑн активлӑ участникӗ пулнӑччӗ, ҫак юрра итленӗ май куҫсем вӗри куҫҫульпе тулчӗҫ.

Help to translate

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ашшӗн пичӗ кӗренлене пуҫларӗ, куҫӗсем, хаярланнӑ вӑкӑр куҫӗсем евӗрлӗ, юнпа тулчӗҫ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Куҫӗсем каллех ҫутӑ куҫҫульпе тулчӗҫ

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хура плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын апат ҫинӗ хушӑра столовӑйне ҫынсем нумай кӗрсе тулчӗҫ, пӗр пушӑ сӗтел те юлмарӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Уҫнӑ ҫӗрсем ҫинче ҫав ҫулхине тырӑ ӑнса пулнӑ та, пунктри складсем пурте лӑках тулчӗҫ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Чӑвашстана пур енчен те, тискер хура пӗлӗт пек, путсӗр патша ҫарӗсем килсе тулчӗҫ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ тулчӗҫ пӑлтӑра Туй арӑмсем, акӑшсем.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed