Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтсе (тĕпĕ: типӗт) more information about the word form can be found here.
«Тӗплӗн калаҫас Викторпа, — шухӑшларӗ хӗр, куҫӗсене шӑлса типӗтсе.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Кил-ха, хаклӑ пурлӑхна ҫаратса юлам, — тет те лешӗ саппун вӗҫне майласа тытса сӑмса айне ним шеллемесӗр типӗтсе илет.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куҫне шӑлса типӗтсе, Элиме хӑйпе пӗрле килнӗ йӗкӗт еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Йӗкелри вӑрӑсене те унтах ятарлӑ сушилкӑпа типӗтсе кӑларатпӑр.

Help to translate

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ытларах чухне ӑна типӗтсе, анчах тӗтӗмлесе хатӗрлени те тӗл пулать.

Чаще всего — вяленая, но встречается и копчёная.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑй мӑшӑрне кӗвӗҫсе, Ун урӑххи пур, тесе, Кунӗн-ҫӗрӗн чӗпӗтсе, Йӑлтах ячӗ типӗтсе.

Help to translate

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Аннесем ӗне каяшне типӗтсе хуратчӗҫ, унпа кӑмака хутма усӑ куратчӗҫ.

Help to translate

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Типӗтсе хурсан та аванччӗ…

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр ҫӑл куҫ тавра пуҫтарӑннӑ та ҫӳҫӗсене хӗвел ҫинче типӗтсе лараҫҫӗ.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӗ ӗнтӗ шурлӑхсене типӗтсе темиҫе пин гектар лайӑх ҫӗр тунӑ.

Уже сейчас у болот отвоевано несколько тысяч гектаров земли.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Иртсе ҫӳремелле мар шурлӑхсене каналсем чава-чава типӗтсе пыраҫҫӗ.

Непроходимые болота осушаются с помощью густой сети каналов.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑпраран нумай шыв илсе тӑрса тӑпрана типӗтсе яракан ҫумкурӑкӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.

Ведется борьба с сорняками, которые поглощают много воды из почвы и сушат почву.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Торф шурлӑхӗсене типӗтсе, унта электростанцисем лартнӑ.

На осушенных торфяных болотах возникли электростанции.

Хутӑш вӑрмансен зонинче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ нумай шурлӑх вырӑнӗсене типӗтсе ҫитернӗ, вӗсен вырӑнӗнче ҫӗнӗ уйсем, выльӑх ҫӳремелли вырӑнсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

И на месте их раскинулись новые поля и пастбища.

Хутӑш вӑрмансен зонинче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑвӑр енче ӳсекен чи паллӑ ӳсентӑрансене пуҫтарса типӗтсе хурӑр.

Соберите и засушите наиболее распространенные в вашей местности растения.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Паллах, ку чухне комбайнсем патӗнчен килекен тырра сушилкӑра типӗтсе вӑхӑта ирттерес шухӑш ҫук.

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Ҫӗнӗ тухӑҫӑн нӳрӗк шайӗ 15 процентран кӑшт ытларах танлашать, ӑна типӗтсе управа хума «Канмашра» тырӑ типӗтмелли сушилка пур.

Help to translate

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Куҫҫульне аллипе шӑлса типӗтсе салтӑнмалли пӳлӗме утрӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавӑн пекех 350 тонна ытла утӑ типӗтсе кӗртнӗ (8 процент).

Help to translate

Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed