Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатса (тĕпĕ: тасат) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑр хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарма ыйтатпӑр, йӑлтах пӗр хутаҫа хурса кану вырӑнне тасатса хӑварасси пӗрре те йывӑр мар-ҫке.

Help to translate

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%82%d0%b ... %bb%d3%91/

Тӑван кил вучахӗн ӑшӑ ҫутийӗ пӳрт ӑшчиккине ҫеҫ мар, тин ҫеҫ ҫартан таврӑннӑ салтакпа ун ашшӗн пӗтӗм чун-чӗрипе кӑмӑлне тасатса, ҫутӑлтарса ярать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнене тасатса пӗтерсен, кил хуҫи кӗлет сулхӑнне кайса ларать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тырра тасатса та, аласа та ӗлкӗреҫҫӗ.

Help to translate

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

— Лесничире ӗҫлекен ҫын, кӑшт ӗҫтернипех чӑвашла селӗп калаҫма пуҫлаканскер, «ҫук» вырӑнне «зюк» теме тытӑнаканскер, пире ӑҫта касмаллине хӑех илсе кайса кӑтартрӗ: «Ак зякӑнта хӑвӑра кирлине икӗ кун хушшинче тасатса пӗтерӗр», — терӗ.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урай ҫӑваканни, калӑпӑр, вӗсен пӳлӗмне тасатса тӑмасан, апӑршасен, тусан ӑшӗнче ӗҫлеме тивӗччӗ.

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ваҫукӑн кӗпи-йӗмне Хӗветут пичче арӑмӗ Кӑлати инке ҫуса тасатса тӑратчӗ.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Тӑхтӑр-ха, эпӗ йӗлтӗре юртан тасатса хурам, — ҫапла каласа ҫенӗке тухать.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вара вӑл хӗҫне юнран тасатса йӗннине чикнӗ те килнелле утнӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑвӑн ӗҫ вырӑнне йӗркеллӗрех тасатса хӑварма та ӳркенетӗн-и?

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ.

Данную организацию только за плохую очистку дорог в Южном посёлке три раза оштрафовали.

Ҫула япӑх тасатнӑшӑн тӑватӑ хутчен штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37303.html

Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ.

Чебоксарское предприятие «Дорэкс» было четыре раза привлечено к ответственности и оштрафовано за плохую очистку дорог от снега.

Ҫула япӑх тасатнӑшӑн тӑватӑ хутчен штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37303.html

Культ кӳнӗ сиенпе инкек юлашкийӗсене пурнӑҫран тасатса пыма каларӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑн пекех тата Якаткассинче тата Чуманкассинче те пӗвесене тасатса юсама палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вӗсем пурте – ялсенчи пӗвесене тасатса юсассипе, территорийӗсене хӑтлӑлатса тирпейлессипе ҫыхӑннисем.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пуҫарулӑх мелӗпех Шарпаш ялӗнче пурӑнакансем иртнӗ кунсенче ялти пӗвене тасатса йӗркене кӗртнӗ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пӗвесене тасатса территорие хӑт кӗртес, пушар сӳнтермелли техника пымалли ҫулпа площадка йӗркелес ӗҫсем кӑҫал малалла тӑсӑлнӑ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Чуманкассинчи Урожайная урамра пурӑнакансем те пуҫарулӑх бюджечӗн мелӗпе хӑйсен пӗвине тасатса патӗнчи территорие хӑт кӗртес, пушар машинипе шыв илмелле тӑвас тенӗ.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Хальхи вӑхӑтра ялсенче пурӑнакансем ку мелпе ытларах чухне урам хушшинчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртеҫҫӗ, шыв уҫламалли башньӑсемпе шыв пӑрӑхӗсен сечӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, пушартан сыхланассипе пӗвесене тасатса ҫывӑхӗнчи территорисене хӑтлӑлатаҫҫӗ, пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫимун кӗнӗ чух Архип Григорьевич хӑрӑмланнӑ лампа тӑррине тасатса тӑратчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed