Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) more information about the word form can be found here.
Ку эрнере вӑй тапса тӑрать, эсир теме те хатӗр.

На этой неделе вы будете полны энергии и готовы к новым приключениям.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Часах тӳпене пин-пин ҫӑлтӑр тапса тухрӗ.

Help to translate

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Ҫемйипех тапса тухнӑ ӗҫе.

Help to translate

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

Вовӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх темле сивӗ япала вӑраххӑн шуса анчӗ, сехри хӑпнӑ ачан ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вихтӗр лашана тытас тесе ун чух тар тапса тухичченех чупкаланӑччӗ.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗнӗрен ҫӗкленсе ларнӑ пӳрт таврашӗнче ҫӗнӗрен тапса тухнӑ хунавсем тӳпенелле кармашаҫҫӗ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

«Чӑн, — хӑйне хӑй алла илме тӑрӑшать Вихтӗр, — хунавӗ тапса тухас йывӑҫа касма ма шикленес?..»

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла тӑк ҫамрӑк та патвар хунавсем кӑшӑл тапса тухӗҫ…

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тутлӑ пӑс тапса тухать.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗр улмийӗнчен малтан тал пиҫен, йыт пырши, мӑян тапса тухать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Путӑклӑ вырӑнсене мӑян тапса тухнӑ.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Йывӑр ӗҫре куллен тертленекен кӗсресен ачисем ҫине пӑхма та вӑхӑт ҫук: кавир пек ҫӑра тапса тухнӑ кӗске курӑка хырмаллипех хыраҫҫӗ вӗсем ҫивӗч шӑлӗсемпе.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӑмака ҫӑварӗнчен вӑйланса тапса тухать те ҫутӑ чӳрече ҫине ӳксе куҫ кӗски пек ялкӑшма тапратать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗлетӗн-и, ывӑлӑм, ӑна саваканни Узин пулнӑ, Алюнана вӑл вӗлернӗ теҫҫӗ, — ура ҫине тӑрса, урайне тапса илчӗ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл урипе урая тапса илчӗ, аллипе сулчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аран илсе тухрӗҫ ӑна милици уйрӑмӗнчен, тапса та ҫапса ҫеҫ май килчӗ ӑна урама кӑларса яма.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин ҫатра купи тавра темиҫе хутчен ҫаврӑнчӗ, урипе те тапса пӑхрӗ, Алюнана шырарӗ, ниепле те лӑпланаймарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пулма пултарнӑ ача пирки шутланипе ухмаха ересси патнех ҫитрӗ Узин, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, пӗтӗм ӳтне тар тапса тухрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюнан варӗнче ача пулнине аса илсен, ҫӳҫӗ вирелле тӑрать Узинӑн, хӑйне вӗрилентерсе ярать, пӗтӗм ӳт ҫине сивӗ тар тапса тухать, ҫамкаран шӑпӑртатсах юхать.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ятлаҫма чарӑнмастӑн пулсан, — Кирей ҫиллессӗн урайне тапса илчӗ, аллипе сулкаларӗ, — сана тек итлесе тӑмӑн.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed