Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтне (тĕпĕ: сӗт) more information about the word form can be found here.
Хальлӗхе предприяти суса илнӗ сӗтне вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативне парать.

Help to translate

Пушкӑрт ялӗнче фермер хуҫалӑх ӗҫне анлӑлатнӑ, чӑкӑт тума хатӗрленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3764710

Арӑмӗ кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, кӑпӑклӑ сӗтне ала витӗр ярса, упӑшки умне лартса парать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пӑхакан выльӑхсем сӗтне нумайрах антарма, сывӑ та тӗреклӗ пӑрусемпе савӑнтарма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хальхи ҫамрӑк ачасем, аттун, шутлать ват ҫын, шыв вырӑнне урнӑ ӗне сӗтне ӗҫме пуҫларӗҫ вӗт.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Машка сӗтне юратать те кӗтӳрен килнӗ ӗнене пӗр мих чӗрӗ утӑ ҫулса парать.

Help to translate

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мучи ҫӗр ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ, куркари сӗтне ҫӗр ҫине кӗлт тумлатрӗ.

Help to translate

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Курак матки тек калаҫса тӑмарӗ, тӗпеле икӗ тӳшек (пӗрин ҫине теприне) сарчӗ те качака сӗтне пӗр курка ӗҫрӗ, вара вырӑн ҫине хӑпарса выртрӗ, пӗр-ик минутранах ҫывӑрса кайрӗ, хыттӑн харлаттарма тапратрӗ.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗтне улӑм ҫӳппи хулӑнӑш кӑна антаракан ӗне, паллах, нихӑш ҫыннӑн кӑмӑлне те каяс ҫук.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Анчах сӗтне те йӗркеллӗ суни-мӗнӗ ҫук-ха сан…

Help to translate

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви, хӗвелчченех тӑрса, ӗне суса кӗчӗ, сӗтне сӑрчӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Качака сӗтне тупрӗ: вӑл йытӑ ҫури валли ӗне сӗтӗнчен лайӑхрах иккен.

Раздобыл козье молоко: оно, оказывается, для щенка лучше коровьего.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ара, колхоз ӗнисем мана ферма пуҫлӑхне лартни ҫинчен пӗлсен сӗтне качакаран та сахалтарах антарма пуҫлӗҫ».

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӗтне Платон шывпа хутӑштарать! — хура ҫӳҫ кӑтрашкине тӑрмаласа хӑвӑрт каласа хучӗ Аркаш.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ют ҫынран хӑрасан ӗнесем сӗтне пӗтӗмпех антармаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗни пирӗн те-ха, сӗтне пур ачасем те ҫиеҫҫӗ.

Help to translate

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тутанма мар, шӑршласа та пӑхассӑм ҫук вӑл шуйттан сӗтне! — терӗ Сухви, хӗрӗхсенчен иртнӗ хӗрарӑм.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хуралҫӑ каллех ассӑн сывлать, унтан флягӑри сӗтне ӗҫсе ярса каска ҫине хурать.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сӗтне кӳршӗсем, тӑвансем паркалаҫҫӗ, анчах хӗсӗкрех ҫав.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкрех ял ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем Тукан Мускава парне илме кӑна ҫӳрет, чееленсе икӗ ӗне сӗтне ӗмет тесе калаҫкалатчӗҫ, вӑл тутар мӑрсисенчен сивӗнессе шанмастчӗҫ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс, комсомолка, ху сӑвакан ӗнесен сӗтне пӗлейместӗн-и?

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed