Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнасах (тĕпĕ: сӑна) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та вӗсене ҫак хурт-кӑпшанкӑран ятарлӑ мӑй ҫыххи тӑхӑнтартмалла, сӑнасах тӑмалла.

Help to translate

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Пристане аннӑ чухне вӗсем ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ ҫинче пӗр ҫын ларнине курчӗҫ, анчах ҫамрӑксем сӑнасах пӑхмарӗҫ, унпа интересленмерӗҫ…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӳрех ӑнланчӗ вӑл: ҫӑхавра хӑйӗн ятне-хушаматне кӑтартман ҫын, анонимщик, партком секретарьне те сӑнасах тӑрать пулас, ун ҫинчен те ҫав хура ӑшлӑ ҫын таҫта та тем ҫырма та ӳркенсе тӑмӗ.

Help to translate

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан сӑнчӑр мӗн тарӑнӑш касса кӗнине сӑнасах тӑрать, пуртӑпа картнӑ сӑх тӗлне ҫите пуҫласан, юплӗ шалҫипе пӗтӗм вӑйран мекӗрленсе тӗкме тытӑнать.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑнасах тӑчӗ вӑл.

Help to translate

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Федераллӑ закона пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем епле пынине сӑнасах тӑратпӑр, лару-тӑру кирлӗ пек йӗркеленмесен тӳрлетме тӑрӑшатпӑр, - тенӗ тӗп федераллӑ инспектор.

Help to translate

Пелепей хулинче тӑлӑх ачасем ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/iv-ch-yytu/2023- ... ln-3414252

Регина Долгова тӗп зоотехник, выльӑх апачӗ енӗпе ӗҫлекен Татьяна Иванова зоотехник пӑхса, сӑнасах тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Аннушкин хӑйӗн шухӑшӗсене пирвайхи тӗлпулурах ҫапла тӳррӗн каланинчен ытла мана ҫак пысӑк художник, Мускавра та, тӗнчери выставкӑсенче те кӑтартнӑ нумай картина авторӗ, журналист мӗн ҫырни-ҫырманнине сӑнасах пыни, ҫавӑн валли те вӑхӑт тупни тӗлӗнтерет.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пирӗн совхоз директорӗ Нестор Яковлевич Пушкарев ҫил арманӗсем епле ӗҫленине пӗр самант та куҫран вӗҫертмест, сӑнасах тӑрать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑмакун мӗнлерех юхнине чухлатӑн-тӑр, ӑна сӑнасах тӑмалла.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялта пурӑнакан халӑх ҫурхи сиплӗ ӑшӑ ҫитсен сӑрт ҫамкисем юртан тасалнине сӑнасах тӑрать: картишӗнчи путек-сурӑха пӗлтӗрхи кивӗ курӑк тунисене кӑшлама та пулин ирӗкелле кӑлармалла.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑватӑ ҫулхи Юркка вӗрлӗк карта витӗр сӑнасах тӑрать вӗсене: ак, халӗ ҫаврашкасем ҫинче сарӑ чечексем те ҫук ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

Шкулта сӑнасах тӑчӗҫ.

За школой следили.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ сӑнасах тӑр.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ту енчи турхансемпе ҫӗрпӳсем Кӑкшамарта мӗн пулса иртнине сӑнасах тӑчӗҫ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑракан ачине пырса тӗрӗслесен хӗрарӑм тарҫӑсене ӑна сӑнасах тӑма хушса Сююнбике кӑшт тирпейленкеленӗ хыҫҫӑн хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхне хирӗҫ чупрӗ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Макаров ҫынсем ӗҫленине сӑнасах ҫӳрет, вӑл, мӑнтӑрскер, Гаврила патне те, тӑвӑртарах алӑкран хӗсӗнкелесе, кӗрсе тухать.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Старик хӑй ӑсӗпе ҫапла шутларӗ: Карачӑм ашшӗ аллинчен вӗҫерӗннӗрен ҫакӑн пек чарусӑра тухнӑ, ӑна хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте начар тыткалаҫҫӗ, хушнӑ ӗҫе епле тунине сӑнасах тӑрас вырӑнне, кашни йӑнӑшшӑн хӑтӑрас вырӑнне вӑл иртӗхнине курман пек пулаҫҫӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асӑрханӑр, симптомсене сӑнасах тӑрӑр.

Будьте начеку, следите за симптомами.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак тӑватӑ ҫул хушшинче вӑл унӑн ӗҫӗ мӗнле пынине сӑнасах тӑчӗ.

Help to translate

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed