Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бара кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн шӑнкӑравлас Элиме патне, вӑл сасӑранах Кирей сыпма ӗлкӗрнине туйса илме пултарать, вара хӑйӗнчен пӑрса та ярӗ-и. Ҫавӑнпа малтан ун патне шӑнкӑравлама шут тытрӗ Кирей.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пурак тӗпне шаккаҫҫӗ те Черкки ҫине пӑхаҫҫӗ-ҫке: Ӗҫмеллисем — пӗрре сыпма, Туртмаллисем — пӗр сывлама.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Палланӑ хушаматпа ята илтсен, эпӗ шартах сикрӗм, алӑри чей куркине, сыпма тӑнӑскере, каялла лартрӑм.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ывӑннӑ ҫинчен кӑштах сыпма шутларӑм ҫеҫ… — тунчӗ Ҫтаппан.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Таранов: «Эп ухмахрах ҫын, ҫавӑнпа ӑнланаймастӑп пуль?» — тесе аванмарланать те ыттисем авангардизм пирки тавлашнӑ чух ҫӑварне шыв сыпма тӑрӑшать.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мӗн, ҫӗпре тӑрри сыпма та ман унран ыйтса тӑмалла-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пӗр хушӑ нихӑшӗ те ним чӗнмесӗр яшка сыпма пикенчӗҫ, анчах Матвей Захарч кун пек нумаях лараймарӗ, вӑл кашӑкне аяккалла хучӗ те ывӑлӗ ҫине тӳррӗн пӑхрӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑрман хуралҫи ҫуттине сыпма юратнине пӗлсе, Матви ун патне пӗр пулштух эрех чиксе кайрӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Савӑннипе сыпма та, туртма та пӑрахнӑ, — шӳтлерӗм эпӗ, анчах ҫак шӳт вырӑнсӑр пулчӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Кур ӗнтӗ эс ӑна: мана ӑсатнӑранпа сыпма та, туртма та пӑрахнӑ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Сыпма сыпсах каймастӑп пулин те, ӑшшӑн тӗл пулнӑ кил-йышра пӗр-икӗ черккине пушатма тиврӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Анчах ик-виҫӗ кашӑк сыпма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, кӗтмен ҫӗртен Ҫтаппан килсе кӗни пӗр тӗлӗнтерчӗ, пӗр намӑслантарчӗ вӗсене.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫул ҫинче самаях выҫнӑ Сахар хыпалансах вӗри яшка сыпма пуҫларӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сыпма юратарах паратчӗ те-ха, ҫавӑ ӗнтӗ…
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кашӑкӗ сӗтел ҫине ӳкнине илтсен тин вӑранса сивӗ шӳрпене сыпма тытӑннӑ старик.А проснувшись от стука выпавшей из рук ложки, торопливо начинал хлебать остывший шюрбе — похлебку.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Чӑн калать Мӗтри мучи, пӑрах сигарет туртма, эрех сыпма.
Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.
— Эсир сыпма юрататӑр, пӗлмелле, — тӗртсе илчӗ Ефремов Троицкие.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӑшӑрӑр сирӗн сыпма юратать.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Пыршӑран тунӑ япала йӗрӗнтерет мана, — терӗ Соня, шӑрттанӗ пит тӑварлӑ, кукар яшкинчен тӗтӗм шӑрши килет, сӑри — сыпма ҫук йӳҫӗ терӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.