Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

спортсменсем (тĕпĕ: спортсмен) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчен хыпарлаҫҫӗ: «Лагерӗн малтанхи кунӗсенчех «Лето Первых» фото квест ирттертӗмӗр, ҫутҫанталӑк тусӗ-сем Асӑну садӗнче пӗчӗк экспедицире пулчӗҫ, спортсменсем «Забег Первых» акцие хутшӑнчӗҫ, А.Пушкинӑн произведенийӗсемпе ушкӑнпа паллашрӗҫ».

Help to translate

Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d0%ba%d0%b ... %b3%d1%87/

Турнир вӑхӑтӗнче 10 комплект награда вылянтарчӗҫ, вӗсемшӗн икӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем вӑй виҫрӗҫ, личнӑй зачетра чи вӑйлӑ спортсменсем палӑрчӗҫ.

Help to translate

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе турнир иртрӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... urnir-irtr

Ку ӑмӑртӑва профессионал спортсменсем те, спортпа туслӑ ытти ҫынсем те (вӗсем ӑсталӑх енпе тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ, сывлӑх енчен те вӗсем расна) хутшӑнаҫҫӗ.

В этих соревновании участвуют как профессиональные спортсмены, так и любители с разным уровнем подготовки и особенностями здоровья.

Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче ҫамрӑк спортсменсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Вӗҫсе пырап... картингра // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -kartingra

Электричкӑна васканӑ чухне ҫул ҫинче пире спортсменсем евӗрлӗ патвар ҫамрӑксем тытса чарчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑнпа та ҫамрӑк спортсменсем стадиона хӑтлӑх кӗртессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Республика шайӗнче 2007-2008 ҫулхисем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан, 2009-2010 ҫулхи спортсменсем хӑйсен категорийӗнче призерсен йышне кӗме пултарнӑ, пьедесталӑн 2-мӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Халӗ ҫитӗнӳсем кӑтартакан ҫамрӑк спортсменсем 6-7 ҫул хушши Эрик Вонифатьев патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Ҫак чыса спортсменсем, тренерсем, спорт шкулӗсен представителӗсем, муниципалитет администрацийӗсен ӗҫченӗсем тата ыттисем те кӗчӗҫ.

Help to translate

Округ та, спорт шкулӗ те малтисен йышӗнче // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50043-okru ... -jysh-nche

Вӗсен хушшинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем — 2, тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем — 4, СССР тата Раҫҫей спорт мастерӗсем — 70, спорт мастерӗн кандидачӗсем — 120 ытла, пӗрремӗш разряда пурнӑҫланисем тата массӑллӑ разрядлӑ спортсменсем — 1000 ытла.

Help to translate

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ӑна пӗтӗм районти спортсменсем - шкул вӗренекенӗсем, учрежденисемпе организацисен сотрудникӗсем, ял совечӗн представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Пишпӳлекре майӑн 9-мӗшне халалланӑ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3760906

Кӑҫал ӑмӑртӑва Пушкӑртстан Республикинчен кӑна мар, Тутарстан тата Самара облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Гоча Константинович Онанашвили ячӗллӗ турнир иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3719281

Пирӗн ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ.

Наши юные спортсмены, показали, что растёт достойная смена защитников Отечества.

Ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3660389

Пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче пирӗн спортсменсем 1815 пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫакӑ 2022 ҫулхинчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ытларах.

На международных и всероссийских соревнованиях наши спортсмены завоевали 1815 медалей, что больше, чем в 2022 году, более чем на треть.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Слалом роликӗсене ытларах чухне профессионалсем тата ҫак тӗспе аппаланма хатӗрленекен спортсменсем суйлаҫҫӗ.

Ролики для слалома, как правило, выбирают профессионалы или начинающие роллеры, которые целенаправленно собираются заниматься слаломом.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Спортсменсем хӗҫ-пӑшалсӑр хӳтӗленмелли кӗрешӗвӗн (самбо) ӑслайӗсемпе меслечӗсене кавир ҫинче кӑтартса панӑ.

Help to translate

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Ҫак ӑмӑртусемпе округри спортсменсем хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ.

Help to translate

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Пирӗн шкулта вӑйлӑ спортсменсем нумайччӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Дубов пӑт пуканӗпе вылякансен командине йӗркеленӗччӗ, спортсменсем уявран призсемпе таврӑнчӗҫ.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсене хамӑр тӑрӑхри спортсменсем ҫеҫ мар ытти ҫӗртен килнӗ спорта юратакансем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Спорт – пурнӑҫ йӗрки // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%81%d0%b ... %ba%d0%b8/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed