Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиктерсе (тĕпĕ: сиктер) more information about the word form can be found here.
Вот отнашты пӑкӑварить решила папка с тетом, — ҫапла каланӑччӗ кӑна — Вовӑна шарт сиктерсе хваттер алӑкӗн шӑнкӑравӗ янӑраса кайрӗ.

Help to translate

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Сӑпка сиктернӗ пек, вакуна та кустӑрмисем сиктерсе пычӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тавра ҫулӗ тӗмескеллӗ те путӑклӑ, пӗрмай сиктерсе чӗтретет машинӑна.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Тӗркӗшнӗ хушӑра сулӑнса кайнӑ йывӑҫ туратти, ҫамкаран ҫат ҫапса, мӑкӑль сиктерсе кӑларать.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Камран — унран? — куҫне сиктерсе кӑларасла чарса пӑхать Олег амӑшӗ.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хулпуҫҫисене вӗттӗн-вӗттӗн сиктерсе, ача пӗр сассӑр йӗрсе ярать.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унӑн тӗп залне кӗнӗ чухне килен-каян чи малтан зал варрипе сиктерсе пынӑ пек вырнаҫтарнӑ юланут рыцарьсен ушкӑнне курать.

При входе в его главный зал посетитель прежде всего видит кавалькаду конных рыцарей, как бы скачущих в центре зала.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Ҫул ҫинче шутланине йӑлтах халӑх умне кӑларса тӑратрӗ Ҫимун, Николай Дегтярев капитана хӑйӗн ывӑлӗсем курнине ҫеҫ сиктерсе хӑварчӗ, «Ӑна Марьене хӑйне ҫеҫ калӑп», — тесе шутларӗ, ывӑлӗсемпе мухтанать тесе калаҫасран хӑрарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла вула, Нина хӗрӗм, сиктерсе ан хӑвар.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

А вӑт Кулюккапа Юмӑҫ Укань кун сиктерсе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ, Ҫинкка, пӗр сӑмахне те сиктерсе ан хӑвар, мана каланӑ пекех кала.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вилнисене асӑнса ҫырнӑ хута кӗлӗре вулакан пуп пек, пӗрин ятне те сиктерсе хӑвармасть.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата кӑшкӑрнипе ачана шарт сиктерсе пӑсма та пултарӑн.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха урхамахне картиш алӑкӗ урлӑ сиктерсе ыйткалакана таптатнине курсан, хӳтлӗхре пӑхса тӑракансен сехрисем хӑпрӗҫ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха картиш алӑкӗ урлӑ кашкӑр пек сиктерсе каҫрӗ те ыйткаласа ҫӳрекен пынине курсан: «Акӑ ӑҫта вӑл телей!» — тесе, урхамахне ун ҫинелле тытрӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун сиктерсе е виҫӗ кунра пӗрре вӗсене тӗрмерисен айӑпӗсене тӗпчекенсем — следовательсем чӗне-чӗне илеҫҫӗ: хута кӗме, пулӑшма пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах саккуна, ҫӗршыва «хирӗҫле» ӗҫ тунине йышӑнма хистеҫҫӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем кун сиктерсе, каярах икӗ, виҫӗ кун сиктерсе тӗл пулма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Мӗншӗн? — ыйтрӗ тӗп инженер хӗр ҫине ҫивӗччӗн тинкерсе, куҫ харшисене сиктерсе.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Колхоз ӗҫченӗсене преми пама йышӑннӑ чухне Кайдураев хушаматне асӑрхамасӑр сиктерсе хӑварнӑ иккен.

Help to translate

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Эрнипех, кун сиктерсе, Ермолай Кузнецов Хураҫӗре, кинне валли кучченеҫпе васканӑ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed