Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивве (тĕпĕ: сивӗ) more information about the word form can be found here.
Сӑрт-ту хыҫӗпе кармашса пӑхакан хӗвел ҫӗрлехи сивве хуса яма ӗлкӗреймен-ха.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шереметсем, сивве тӳсеймен.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сивве туймаҫҫӗ пулас кунта пуҫтарӑннӑ совет ҫыннисем, хӗрӳллӗн тапаҫҫӗ вӗсен чӗрисем — тӑшмана курайманлӑх ӑшра вӗресе тӑрать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анне, ӳт-пӗве мӗн чухлӗ ытларах сивве хӑнӑхтаратӑн, вӑл ҫавӑн чухлӗ сывӑрах та ҫирӗпрех пулать, тӗрлӗ чир-чӗрпе вӑйлӑрах кӗрешет, — хуравларӗ ывӑлӗ амӑшӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сивве туймасӑр хура пӳрт хӑрӑмӗ ҫыпӑҫнӑ пит-куҫа, алӑсене юрпа сӑтӑрса тасатрӑмӑр.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Малтан йывӑҫ кучӗсене юртан тасатса ӑшша пиҫеҫҫӗ, унтан касса, турат иртсе сивве хӑвалаҫҫӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман ӗҫлекенсем ҫеҫ сивве парӑнмаҫҫӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш хӗлӗ, халиччен пулман сивӗсемпе хӑратса, усал сивве чӑтайман хӑватлӑ юмансене шартлаттарса ҫурса, мӗн чухлӗ мекӗрленсен те юлашкинчен вӑйсӑрланчӗ, парӑнчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ӑшӑран сивве тухас килмерӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ванюш! Чунӑм! Часах…» — аташу пуҫланчӗ хӑрушлӑхпа сивве ҫӗнтернӗ паллӑмарлӑхран.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата тепӗр хут сивве ҫӑтса илчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳпери ҫуткӑҫ виҫҫӗллӗ вӑйпа ҫулҫӳревҫе пулӑшма — сивве шӑтарма хӑтланать тейӗн.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ, сивве те, ыратнине те туймарӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атлантика океанӗ ҫинчен вӗрекен ҫил ҫулла шӑрӑха чакарать, хӗлле сивве йӑвашлатать.

Ветер, дующий с Атлантического океана, умеряет летом жару, а зимой холод.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сӗт паракан выльӑха лайӑх пӑхсан тата сивве тӳсекен ӑратсем суйласа усрасан, ҫав выльӑх сӗт нумай ытларах пама пултарать.

Молочный скот может давать гораздо больше молока, если за ним хорошо ухаживать и выбирать выносливые к холодам породы.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кашни кун пӗр вӑхӑтра ҫырса пырӑр: 1) сывлӑш температурине (ӑшӑпа сивве), 2) ҫил ӑҫталла вӗрнине, унӑн вӑйне, 3) пӗлӗтлине, 4) нӳрӗк ӳкнине, ҫумӑра, юра, пӑра, сывлӑма тата пасарнине.

Ежедневно в один и тот же час отмечайте: 1) температуру воздуха (тепло и холод), 2) направление ветра и его силу, 3) облачность, 4) осадки: дождь, снег, град, росу и иней.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вар хушшинчи ҫӑлкуҫ ҫеҫ каҫхи сивве ку таранчченех хӑйӗн шывӗнче упрать-ха.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Бианкӑшӑнах сивве чӑтса ларатӑр пулать-и…

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кун пек чух чирпе сивве айӑплани кулӑшла.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтанласа усал сивве ылханать, кайран хӑйӗн савнине чӗнме тытӑнать…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed