Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантсенче (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Ҫак самантсенче час-часах чӑвашла «ытах та ытах» сӑмахсемпе усӑ курса калаҫни халь те асра.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Ҫарти юлташӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кирек епле йывӑр самант- ра та пуҫа усман, тус-юлташне хавхалантарма пӗлнӗ, йывӑр самантсенче яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Вӑл пӑхнӑ самантсенче юн вӗреме тытӑнать, чун хӑпартланать.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна амӑшӗ патне пычӗ те ҫурӑмӗнчен ачашлама пуҫларӗ, йывӑр самантсенче яланах ҫавнашкал тӑвать вӑл.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пурнӑҫ тӗрлӗрен килет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе аванах иртет, тепӗр чухне питӗ йывӑрланать. ҫав самантсенче ӳлес килсе каять.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Лӑпкӑ самантсенче Элиме хӑйне телейлӗ туйрӗ, сӑмах ҫитмӗ, вӑл хӑйӗнпе мӗнле киленни ҫинчен каласа пама.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавӑн пек самантсенче нимӗнпе те пулӑшма пултараймарӗ Камай хӑйӗн тӑван амӑшне.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ун хыҫҫӑн йӑмӑкӗ темиҫе те килчӗ, анчах ҫав самантсенче яланах килте пулма тӑрӑшрӗ Камай.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хулана тухса ҫӳренӗ самантсенче арӑма куҫпа кӗҫ-вӗҫ хывӑнтарас пек тӗсесе пӑхакан арҫын-йӗкӗте пайтах асӑрханӑ эп.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук хӑйне шывра путакан ҫын пек туйнӑ самантсенче, ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр, «шыва сикетчӗ» те ӗнтӗ Пӑлаки аппа.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кун пек самантсенче шӑлйӗрен умӗнчи этем ҫӗр ҫинчех тӑрать пек айккинчен пӑхсан, анчах шеремет хӑйне шывра ишме пӗлмен, унта путакан ҫын пекех туять.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑн пек ирхи самантсенче чӳрече умӗнче тӑра-тӑра сӑнатчӗ те ӗнтӗ Ваҫук Пӑлаки аппӑшӗ-амӑшӗ ӗҫе килессе, лешӗ тӑкӑрлӑкран пӑрӑнса тухнине курсанах, картишне тап-тап-тап чупса тухатчӗ.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тем каласан та, художник унӑн ҫамрӑк чухнехи сӑнне ҫав самантсенче курса юлнӑ пуль, енчен вӑл унӑн халь стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портретне тӑвайман пулӗччӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Вӗсем ман пек мар, вӗсем мана ӑнланас ҫук», — шутланӑ вӑл ҫав йывӑр самантсенче.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав самантсенче вӑл амӑшӗ ҫапла юрланине, пуканисене хӑй те ҫапла юрласа ҫывӑрттарнине аса илнӗ ӗнтӗ…

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗччен чух, хуйхӑ-суйхӑ куҫҫульне пӑчӑртаса кӑларнӑ самантсенче, кун ҫинчен тем чул та шухӑшланӑ вӑл.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттепе ҫав самантсенче мӗн ҫинчен кӑна калаҫман пуль?!

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Тамарӑна пачах та аса илместӗп ҫав самантсенче…»

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑп ҫак самантсенче, тен, санӑн чее шухӑш вӗҫсе иртет — юратнӑ хӗршӗн, ывӑлсемшӗн лару-тӑруран тухмалли меслет, вӗсене валли аҫа ҫури тупасси.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар ҫынсем чи йывӑр самантсенче унран ыйтаҫҫӗ:

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed