Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтереймерӗ (тĕпĕ: пӗтер) more information about the word form can be found here.
Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ пирки ҫырса пӗтереймерӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Паян та ав хӑйне уйӑрса панӑ ӗҫе ҫынпа шай туса пӗтереймерӗ.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Командир каласа та пӗтереймерӗ, тӳпене каллех нимӗҫ самолечӗсем хупӑрларӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫтан… такам… — Миххана тивӗҫ ят тупса парайман пирки шухӑшне каласа пӗтереймерӗ палламан хӗрарӑм.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимӗнле организаци те пул… — каласа пӗтереймерӗ, большевика ҫапса ураран ӳкерчӗҫ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх иртнине ӑнланса пӗтереймерӗ ахӑр.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫырса пӗтереймерӗ, ывӑнса ҫитнӗскер, хуйха ӳкнӗскер, вырӑн ҫине йӑванчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫар мана, Ваҫи… — каласа пӗтереймерӗ, куҫне ӗмӗрлӗхех хупрӗ, асапӗсем татӑлчӗҫ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр уйӑха яхӑн пуль тӑрмашрӗ ял халӑхӗ, ҫил-тӑвӑл мӗн сиен кӳнисене пӗрех пӗтӗмпех юсаса пӗтереймерӗ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл сӑмахне каласа пӗтереймерӗ.

Help to translate

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, хул пуҫҫийӗсене кӑрт-карт хускаткаласа илчӗ те вӑраххӑн кӑна аяккалла утса кайрӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫук, тепле тискерленсен те, Гитлер пирӗн йӑх-тӗпе пӗтереймерӗ.

Help to translate

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Павӑл, ывӑлӑм, — картлашка ҫине юнашар ларма тесе лӑпчӑнчӗ Праски инке, анчах лараймарӗ, сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Юрӗ, туса пӗтереймерӗ, тейӗпӗр.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов хӑйӗн шухӑшне каласа пӗтереймерӗ — ӑна Сулагаев пӳлчӗ:

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Укахви кинеми сӑмахне вӗҫне ҫитичченех итлесе пӗтереймерӗ, ҫӗр тӗпне анса каясла аванмарланнӑскер, килне кӗрсе тарма васкарӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗр хӑйӗн шухӑшне каласа пӗтереймерӗ, мӗншӗн тесен каччӑ ӑна пилӗкрен авӑнтарсах чуптума пикенчӗ.

Help to translate

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Кӑлӑхах ҫылӑха кӗртетӗр-ха ҫав хӗре, кӑлӑхах… — анчах Моляков хӑйӗн шухӑшне каласа пӗтереймерӗ, мӗншӗн тесен ӑна Лариса пӳлчӗ:

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Юлашки сӑмахне каласа пӗтереймерӗ вӑл, юнпа пӗвенсе ҫӗре ӳкрӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн пек тискер ӗҫ пулма пултарнине, кирек кам майлӑ ҫапӑҫсассӑн та ҫарҫыннисем нимӗн шеллемесӗр ачасемпе ватӑсене, хӗрарӑмсене ялӗпех вӗлернине вӑл ниепле те ӗненсех пӗтереймерӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed