Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлчӗ (тĕпĕ: пӗл) more information about the word form can be found here.
Шупашкара таврӑнсан Камай телефонпа вӗсен сывлӑхӗсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, анчах вӗсенчен пӗри те пӗр сӑмах та шарламарӗ амӑшӗ ҫинчен те, кил-ҫурт пирки те.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вара вӑл урама тухрӗ, унти ҫынсенчен завода мӗнле каймаллине ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нина Васильевна эпӗ ӑҫтан килнине, ӑҫта ӗҫленине, миҫемӗш ҫулта ҫуралнине ыйтса пӗлчӗ, пӗтӗмпех пысӑк хут листи ҫине паллӑ туса пычӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑйӗн ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.

Help to translate

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Акӑ хӑҫан пӗлчӗ иккен вӑл ашшӗпе пиччӗшӗ унран вӑрттӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе мӗн канашланине.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аманнӑ кашкӑр иккенне Откан малтанах чухларӗ, малти хӑрах ури суранлине те пӗлчӗ вӑл, ҫавӑнпа пӑшалне шултӑрарах етресемпе авӑрларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки камне милицире тин пӗлчӗ Роза.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуняшшӗне алӑк сассинченех пӗлчӗ Сантӑркка.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка, хӑнине симпылпа, чейпе сӑйланӑ май, йыснӑшсем юлашки вӑхӑтра мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳртне кӗрсенех вӑл кинне сывлӑх сунчӗ, Иванӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ: хыпар-мӗн ҫук-и, тӗлӗк тавраш курман-и унта.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук, Микула каласа панинчен Матӗрне хулара пурӑннине пӗлчӗ пулсан та, пӳртри япаласем кунта пурнӑҫ пӗр самантлӑха та чарӑнман пекех кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов, вӗсене эрех ӗҫтерсе, Ҫтаппан полици аллине ҫакланманнине пӗлчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем шухӑшпа мар, пур япалана та тӗпчесе пӑхма хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗленчене илсе шӑршларӗ те унта краҫҫын пулнине пӗлчӗ

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавнашкалах вучахра вут чӗртменнине те пӗлчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм леш тӗнчери пурнӑҫпа ним чухлӗ те ҫырлахманнине пӗлчӗ пуп.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан Макҫӑм лаша таврашӗсене, ура-пине хыпашласа, кунашкал ҫирӗп япала ялта никамӑн та ҫуккине пӗлчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ку хӗрарӑм ыйткаласа ҫӳрекен маррине пӗлчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑлхана ӑнсӑртран пыра-пыра кӗрекен сӑмахсенчен Ҫтаппан кутамккаллӑ чӑватсем анатран караван килессе кӗтнине, унта баржа е пӑрахут ҫине ӗҫе кӗме ӗмӗтленнине пӗлчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлташӗ театрта ӗҫленине ӑнсӑртран пӗлчӗ те ун патне кӗрсе тухас тесе шут тытрӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Матӗрне аппа ачана хӑйӗнпе ҫумлӑ тӑратса малтан Куля пирки, амӑшӗ пирки тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ те: «Юрӗ, эппин, пулӑшӑп сана, Куля, манӑн упӑшкан тӑванӗсем сирӗн ялта йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, хамӑр та Шӑхале кайсах тӑратпӑр», — терӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed