Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрхантарать (тĕпĕ: пӑшӑрхантар) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑ каччӑна чылаях пӑшӑрхантарать

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ялсенчи пӗчӗкрех юхан шывсем типсе пыни те ӑна пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Вӗсен сӑмахне итлекенсем пурри хытӑ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Паян ӑна пӗр япала ҫеҫ пӑшӑрхантарать – ҫӗнтересси тата хамӑрӑннисене кӳрентерме памасси.

Help to translate

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Ҫавна май ытти ял ҫыннисене пекех сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать ӑна.

Help to translate

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Тикашсене ял урамӗсем тӑрӑх хуҫасӑр йытӑсем ҫӳрени пӑшӑрхантарать, килти чӑхсене тыта-тыта каяҫҫӗ.

Help to translate

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Анчах мана, Владимир Ильич, пӗр япала пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Санран ҫырусем час-часах килменни ҫеҫ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шкулсем тенӗрен, Михаил Александрович пытармарӗ: концесси килӗшӗвӗн никӗсӗ ҫинче тӑвакан шкулсенчи ӗҫсен хӑвӑртлӑхӗ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Актай ҫукки пӑшӑрхантарать ӑна.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫак ҫеҫ пӑшӑрхантарать: вӑл камне мӗншӗн уҫҫӑн каласа памастӑн-ха?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку мана пушшех пӑшӑрхантарать.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Апла мӗн пӑшӑрхантарать сана?

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку мана питӗ пӑшӑрхантарать.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫакӑ кӑштах пӑшӑрхантарать ӑна: кинӗ хӑй тӗллӗн хуҫалӑха тыткалайӗ-ши?

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ӑссӑрскер, ашшӗ кӑмӑлне хирӗҫ кайса, путсӗре качча тухнипе телейне ҫухатрӗ, халь ӗнтӗ хӑйне те, ачине те асаплантарать, ашшӗпе амӑшне те пӑшӑрхантарать.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйрӑмах салтак арӑмне хӑш-пӗр ҫемьесем вилӗм хучӗсем — «похоронкӑсем» илме тытӑнни пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пире халь производствӑна лайӑх йӗркелесе тытса пыракан ертӳҫӗсем, малкурӑмлӑ пуҫлӑхсем, чӑн-чӑн патриотсем ҫителӗксӗрри пӑшӑрхантарать.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Лизӑна ҫакӑн пек туйӑннӑ: Виктора вӑл ачашӑн тата Лизӑшӑн кирлӗ пек тӑрӑшма пултарайманни пӑшӑрхантарать, ҫав пӑлхатать.

Help to translate

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑтарту пур-пӗрех пурсӑмӑра та пӑшӑрхантарать, ҫавнашкал инкексем пачах та пулмасан аван.

Help to translate

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed