Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен ытла салхуллӑ ашшӗ-амӑшӗ ҫине тӗсесе пӑхать тейӗн Станислав Ефимов.
Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html
Тӑваттӑмӗш класра вӗренекен Савелий ывӑлӗ чӑх ӗрчетет, хӑй пӑхать вӗсене, ҫӑмартине те сутать.
Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307
Марина мӑшӑр ҫемье хаклӑхӗсем ҫине чӗтресе пӑхать: унӑн амӑшӗ Зинаида Петровна нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, унта вунпӗр ача пулнӑ.
Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307
Пӑхать те тавралӑха — тӗлӗннипе хытсах каять: таҫта аякра, тачка та хӑмӑр пӗлӗт ҫинче, ҫичӗ-сакӑр тӗспе асамат кӗперӗ ялкӑшать, курӑксем пурте тумлам шӑрҫасем ҫакнӑ, кайӑксем каҫса кайсах чӗвӗлтетеҫҫӗ, ытармалла мар юрӑ-кӗвӗ янратаҫҫӗ…
Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.
— Кушакки чӗвен тӑрса малти урине яра-яра пӑхать.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Кукамӑшӗ ӑна, хӑйпе мӗн пулса иртнине чухлайман ачана, Турӑ пуррине ас илтеркелеме пӑхать, хӗрес ҫакса ярать.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Пӑхать те Вова — умра Амӑшӗсен ялӗнчи Ваҫҫа шофер, вӗрсе хӑпартнӑ пек ҫап-ҫавракаскер, тӑра парать.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Хӑй, утнӑ май, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫапла апаланса пырсан-пырсан малалла пӑхать те — эх-хе-хей! — пӗри те курӑнмасть ялтан пӗрле тапранса тухнӑ лавсенчен.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ийя, ун пек чух тӑпах чарӑнать те каялла ҫаврӑнса пӑхать, кӗскен ӑхӑхлатса пуҫне апла та капла ухма тытӑнать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шывпа йӗпеннӗ чие ҫырли евӗр йӑлтӑртатакан куҫӗ ӑслӑн, ӑнланса пӑхать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Асфальт еннелле те пускаласа пӑхать ут, анчах та урӑм-сурӑм шалтӑртатса та кӗрлесе иртекен машинӑсенчен шикленет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хамӑр йӑх тымарне сыхласа хӑвармалла», — тирексенчен пӗрне ярса тытать, тӑпӑлтарма пӑхать.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Йывӑҫсем ҫине пӑхать те ашшӗн сӑмахне аса илет Вихтӗр: «Асаннӳ сан Чуракассинчен…
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
«Муку» сӑмаха илтсен асламӑшӗ чӗтрекен аллипе Вихтӗре хӑй енне туртать те питӗ тимлӗн хыпашлать ун пуҫне, хыпалать ҫеҫ те мар — шӑршласа та пӑхать, сылтӑм алла тӗрӗслет.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Асламӑшӗ Вихтӗр ҫумне ларать, куҫран шӑтарасла пӑхать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Аптӑраса сак айне те пӗшкӗнсе пӑхать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Халӗ чӳречерен пӑхать те Вихтӗр урамра пӗчӗк ачасем аппаланса ларнине, уйӑх ҫине «ракета вӗҫтернине» курать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Пӗрре… — тенкел ҫине кӑларса хурать хӑпарту таврашне асламӑшӗ, — иккӗ… — кӑмп-кӑмп ҫапса пӑхать вӑл.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пӗри, чи пысӑкки, Вихтӗр патне пырать, вӑрӑм та шурӑ сухалне каҫӑртса куҫран шӑтарасла пӑхать.