Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ тӗлӗнсе те савӑнса пукан ҫинчен сиксе тӑтӑн та ман пата васкаса пытӑн.
Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.
Астӑватӑп: эс ӑна нацменклуба ертсе пытӑн.
«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ши кайрӑн, пи кайрӑн — пирӗнтен ютшӑннӑҫемӗн ютшӑнса пытӑн.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эсӗ хӑвӑн талантна кунтан-кун пӗрер пусӑма ҫӗклесе пытӑн, санӑн яту кӗске самантрах пӗтӗм ҫӗршывӗпе паллӑ пулса тӑчӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эсӗ чӗнмерӗн, пуҫна усса пытӑн.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Пӗркун, авӑ, магазин заведующийӗ пуш ещӗк йӑтса пырать те, ун еннелле магнит пек туртӑнса пытӑн, хам ҫеҫ кантӑкран кӑшкӑрса чарса ӗлкӗртӗм.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Мӗншӗн пытӑн эсӗ шыв хӗрне!
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑрмана мӗнле тухса пытӑн паян?
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗншӗн яла пӗрле илсе пытӑн?
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Унтан вӑл Пьероран: — Эсӗ кунта мӗнле килсе ҫакланнӑ. Мӗншӗн эсӗ мулкач ҫине утланса сиктерсе пытӑн? — терӗ.Он спрашивал Пьеро: — Как ты сюда попал? Почему ты скакал верхом на сером зайце?
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Акӑ сасартӑк эсӗ тулпар пулса тӑнӑскер, ман патӑма чупса пытӑн.И вдруг ты, превратившийся огромного и неуклюжего, побежал ко мне.
Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.
Подсолнух, эсӗ мӗнле пытӑн тата?
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Эс мӗнле пытӑн?
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Мӗнле эсӗ, ывӑлӑм, эпӗ ҫук чухне ертсе пытӑн? — ыйтрӗ Ковшов хӑйӗн юратнӑ начальникӗ ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса тӑракан Петьӑран.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Хам тӑвас тенине ҫавах турӑм, унран ырӑ сӑмах илтрӗм: «Кӑмӑллатӑп сана, Рогов, хуҫалӑха унта лайӑх тытса пытӑн. Тав сана. Сан тӗлӗшпе йӑнӑшмарӑм, савӑнатӑп», терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эсӗ ахаль те ман ҫула пур ҫӗрте те пӳлсе пытӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ахаль те тӑватӑ ҫул тӑсса пытӑн ӗнтӗ, — кӑшт ӳпкевлӗреххӗн каларӗ Мария Александровна.— Так ты уже откладываешь четыре года, — с легким укором сказала Мария Александровна.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Ай, тупата, ӑҫтан кӑна сӑмахна ҫапла килтерсе пытӑн?
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ хушнине ҫапла туса пытӑн пулать эсӗ…
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Эсӗ мӗн тума пытӑн?
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
- 1
- 2