Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен алӑк хыҫӗнче путмар пулма кирлине аса илсе, ӑна шыраса тупрӗ те, хуткупӑсне путмар айне лартса, каччӑсем кӗрмешнӗ еннелле ыткӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара вӑл Укаслу аллине айккинелле пӑрчӗ те путмар ҫинчен ҫӗкленчӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Карчӑк путмар ҫинче выртать.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ, алӑк патӗнче, — сарлака путмар.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ха, эсӗ ҫӗре кӗрес терӗн пулсан вара эпӗ сана та чарса тӑмастӑп, — паҫӑрхи пекех калаҫрӗ Карлай, вара хуллен путмар ҫине кайса ларчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Утӑма часрах йӗнерлӗр! — кӑшкӑрашрӗ ҫаплах Савантер, вӑл путмар сакки ҫинче выртакан халатне ярса тытрӗ те картишне чупса тухрӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хуҫин хурлӑхлӑ сассине илтсе, сурӑх путекки путмар айне чупса кӗчӗ, унтан каялла чупса тухрӗ: нимӗскер ӑнланаймасӑр пӗрре хӗр ҫине, тепре карчӑк ҫине пӑхрӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укапи карчӑк сӑмахне те итлесе пӗтермерӗ тӑлӑх хӗр, путмар ҫине ӳкрӗ те пуҫне ҫӗклеми эрленсе-хурланса йӗрсе ячӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗр, путмар ҫинчен тӑчӗ те путеке урайне ячӗ, вара карчӑка маларах иртсе ларма сӗнчӗ:
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗр, путеке ҫаплах кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, алӑк патӗнчи путмар патне утса пычӗ те васкамасӑр ун ҫине ларчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Путмар ҫинчи ватӑшӑн ҫак пӗчӗк куркари шыва ӗҫни сиплӗх сӗткенне ӗҫнӗнех пулчӗ, вӑл хӗрача йӗнине туйрӗ пулас, ӑна йывӑррӑн хӑй патне чӗнчӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрача, кушак пек шӑппӑн пусса, путмар патне пычӗ те старик тӗлне пӗшкӗнчӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Путмар ҫинчи ватӑ хуллен сас пачӗ:
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗтӗк кӗрӗк сарса хунӑ путмар ҫинче — чӗп-чӗрӗ юнлӑ ютенӗ ватӑ ҫын.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел ури, хӑйӗнчен хӑранӑ таракансенчен кӑмӑллӑн кулкаласа, пӳрт пӗренисем ҫинчен путмар ҫине ӳкрӗ, тем тӗрлӗ саплӑк илемсӗрлетсе тӑракан кивӗ минтер питне хыпашлама тытӑнчӗ…
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл пӳртӗн пушӑ ӑшчиккине малтан хӑюсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, чӑрсӑрланса кайса, алӑк патӗнчи путмар тӗлӗнчи пӗренесем ҫине ӳкрӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл путмар сакки ҫине вӑйсӑррӑн ларчӗ, вара, сачӗ ҫинчен куҫне илмесӗр, чӳрече витӗр пӑхса хытрӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хуткупӑсне путмар айӗнчен кӑларса пукан ҫине ларчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӗтел, путмар хӑмисем, саксем, урай сарӑ сӑрпа сӑрланӑн туйӑнаҫҫӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пиншакӗпе ҫӗлӗкне путмар ҫинелле пӑрахрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.