Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑшӑн (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Мӑран пулнӑшӑн килӗштермест ӑна Вихтӗр, хуни-тиенине чӑхӑмламасӑр туртнӑшӑн юратать; ялтан тухса кайнӑ чух апла-капла турткаланнӑшӑн килӗштермест те — килелле юрттине чакармасӑр таврӑннӑшӑн юратать; калаҫма ҫук Мишкӑпа — кӑмӑлсӑрланать ача, ҫапах та хӑш-пӗр пулӑмсене выльӑх хӑйӗнчен те ытларах ӑнланнине туять, ҫавӑншӑн юратать.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Нимӗҫсенчен пӗртте хӑраманшӑн, вӗсене турчӑкапа та ухватпа вирхӗнтерсе кӑларса яма ялан хатӗр пулнӑшӑн.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унпа хӗлле ҫавӑн пек пулнӑшӑн Алюна тавӑрасшӑн пек туйӑнчӗ Тетее.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тем ан шутла, Кирей, кунта тӗл пулнӑшӑн та савӑк эпӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Грант илесси ансат мар, пысӑк ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тунӑшӑн, пуринчен ытла пӗлӳ, хӑнӑху тата активлӑ позици пулнӑшӑн параҫҫӗ.

Help to translate

Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3779680

Ӗҫре хастар та пултаруллӑ пулнӑшӑн нумай наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл: «Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ветеранӗ», «Вӑрҫӑ ачисем» удостоверенисене час-часах алла илет.

Help to translate

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Вӑй-хал тӗлӗшӗнчен лайӑх аталаннӑ ача тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрле вӗренекенсем ӑна кӑмӑл ҫирӗплӗхӗшӗн, ӗҫченлӗхпе хастарлӑхшӑн, шанчӑклӑ юлташ пулнӑшӑн хисепленӗ.

Help to translate

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Нимӗҫ фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне паттӑр та хӑюллӑ пулнӑшӑн Порфирий Романова «Ҫапӑҫури мухтавлӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Левенсен ялне каякан машина тӗлне пулнӑшӑн хӗпӗртерӗ Тамара: «Кӗрсе Левене систерес. Ҫӗр выртма ытах кукамсем патне кайма та пулать».

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗтӗм личнӑй составпа ветерансене тӗрӗс, тӳрӗ кӑмӑлпа служит тунӑшӑн, харпӑр хӑй паттӑрлӑхӗшӗн, присяга шанчӑклӑ пулнӑшӑн тата тивӗҫе парӑннӑшӑн тав тӑватӑп», - тенӗ вӑл видеопа чӗнсе каланинче.

Благодарю весь личный состав и ветеранов за честную, добросовестную ратную службу и личное мужество, за верность присяге и долгу», — сказал он в видеообращении.

Путин ҫар служащийӗсемпе ветеранӗсене Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3660401

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Help to translate

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Парти ретне тыткӑнра пулнӑшӑн илмен ӗнтӗ ӑна, — ассӑн сывласа илчӗ юлашкинчен генерал.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тивӗҫе парӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑллӑ тата принциплӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп.

Выражаю благодарность за преданность долгу, честность и принципиальность.

Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur

Сессие килнӗ кашни ҫынпа тӗл пулнӑшӑн савӑнтӑм.

Help to translate

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

Ҫӗршывӑмӑршӑн ансатах мар вӑхӑтра пурте пӗр шухӑшлӑ пулнӑшӑн сире пурне те чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Слова искренней благодарности всем вам за сплочённость в это непростое для страны время.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Тавах сана тӑван ял ятне яманшӑн, чыслӑ салтак пулнӑшӑн.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васкамалла пулнӑшӑн ан айӑпла».

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ айӑплӑ-им атте тахҫан кулак пулнӑшӑн?

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мана, хам ӑссӑр пулнӑшӑн, ҫителӗклех терт кӑтартрӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах намӑс ҫуртӗнче пулнӑшӑн хӑйне хӑй ниепле те каҫармарӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed