Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах та пирӗншӗн, ачам, чи хакли, чи лайӑххи вӑл — Мишка хӑраххи…
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Вӗсем пирӗншӗн тертленеҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Пирӗншӗн асаттесемпе асаннесемех лайӑх тӑрӑшнӑ.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ку пирӗншӗн питӗ те сӗлӗм, Кӗҫ ача сассипе тулӗ пӳртӗм.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Тавтапуҫ, Айдак тете, Эсир пирӗншӗн атте пекех, мӗн чухлӗ ырӑ тӑватӑр пирӗн ял ҫыннисене.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ тӑкак ку пирӗн ҫемьешӗн, мӗн чухлӗ хуйхӑ ку пирӗншӗн!
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Тӑрӑшатпӑр, пирӗншӗн никам та нимӗн те тӑвас ҫук, ӑна кӗтместпӗр те, ахалех ҫӑкӑр ҫиместпӗр ҫак тӗнчере.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Апла пулсан, каяр, пирӗн хӑнан сӑмахӗ пирӗншӗн саккун.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Эпир хальхи ҫамрӑксем, халӑхра каланӑ пек, теплицӑра ӳснӗ, пирӗншӗн пурте хатӗр пулнӑ, ал ӗҫӗпе сахал аппаланнӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Мӗн пакӑлтатмалли пур, эпир пачах урӑхла, хамӑра валли тӑватпӑр, пур лайӑххи пирӗншӗн, ак кунта та, ирӗклӗ вакунра эпӗ тӳлевсӗр ларса пыратӑп.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Тавах сана, анне, пире пӑхса ӳстернӗшӗн, пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
— Ан кала ун пек, анне, эсӗ пирӗншӗн яланах савӑнӑҫ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин: Спорт пирӗншӗн - пӗр сӑмахсӑр патшалӑх приоритечӗ, наци тӗллевӗсен аталанӑвӗн тӗп пайӗ.
Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc
Чӑваш Республикин чысне Кремльте /ун чухне Трактор тӑвакан, Агрегат завочӗсен, ытти пысӑк предприятисен пысӑк-пысӑк хорсем пулнӑ/ шӑпах пирӗн 250-260 хуҫалӑхран тӑнӑ Патреккел ялӗн хорӗ хӳтӗлени пирӗншӗн каласа пӗтерме ҫук пысӑк чыс пулчӗ.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Ольга Емельяновна ФИЛИППОВА, Ямпайӗнче пурӑнакан 72 ҫулти пенсионерка: «Культура ҫуртне уҫнӑ ҫӗре те килтӗмӗр пӗлтӗр. Халӗ те яланах савӑнса ҫӳретӗп кунта, Вова мӑнука илсе ҫӳретӗп. Юмахри пек ӳссе ларчӗ вӑл куҫ умӗнче. Хулари театр пекех пирӗншӗн ку клуб. Тавах пире ҫакӑн пек культура центрне туса панӑшӑн. Илемлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ, таса, кунта килес килсе тӑрать. Хамӑн кӳршӗсене те пӗрле пыма чӗнетӗп яланах».
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Эпир ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен мухтавлӑ ӗҫне нихӑҫан та манмӑпӑр, вӗсем пирӗншӗн яланах хисепре пулӗҫ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/
Пирӗншӗн кашниншӗн пӗлтерӗшлӗ уяв.
Ҫӗнтерӳ кунне Пишпӳлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... va-3761017
Атте пӗтӗмпех пирӗншӗн пурӑннӑ пулсан, анне — пирӗнпе пӗрле ҫеҫ пурӑннӑ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пирӗншӗн аманни те, уксах-чӑлаххи те пулмарӗ.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫапах та иртсе кайнӑ ҫеккунт пирӗншӗн ӗмӗрлӗхех тӗлли-паллисӗр вӗҫленмест-ха.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.