Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиншакӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӑхта, ҫавсене мӗн тӑвам-ха эп пиншакне эсӗ кӑларса пӑрахиччен, — ҫапла калакаласа Скорпион Вова пиншакӗн тӳмисене вӑчӑрт-вӑчӑрт каса-каса татрӗ, кӗсйине майласа чикрӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унтан пиншакӗн шалти кӗсйинчен ҫыру кӗнекине кӑларчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Манӑн урана тухтӑртан кая мар сыватнӑшӑн эпӗ сана чун-чӗререн тав тӑватӑп, — вӑл ун пиншакӗн кӗсйине темӗнле тӗрке чикрӗ, Кирей ан кӑлартӑр тесе, пӗр хушӑ аллипе тытса тӑчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑла пиншакӗн кӗсйине чиксе пӑхать те, куҫкӗскин виҫӗ катӑкӗнчен пӗри ҫук.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кӗрӗк пиншакӗн тӳмисене тӳмелеме те маннӑ.

Help to translate

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак самантра Поросенков хӳмерен ҫакӑнса тӑнӑ чух хӑйне сӑмсинчен ура кӗллипе тӑхӑнтартса янӑ дружинник унӑн пиншакӗн шал енчи кӗсйинчен эрех кӗленчин пырӗ курӑнса тӑнине асӑрхарӗ те, ӑна пӗррех туртса кӑларса сӗтел ҫине лартрӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Пӗлместӗп, — терӗ Аня, унтан ҫӳхе пиншакӗн хӑрах аркине Володьӑна каялла пачӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Арҫен аллине пиншакӗн малти шалти кӗсйине йӑпӑш-япӑш чиксе ячӗ ҫеҫ, Кӗркури, куҫне мӗлт-мӗлт сиктеркелесе, пуш аллипе тӑванӗн кӑкӑрне хупласа хучӗ:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Урӑлманкин кивӗ, юрамине тухнӑ пиншакӗн шалти кӗсйинчен сӑмакун пулштухне кӑларчӗ те ҫӗр ҫине тӳнклеттерсе лартрӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Фельдшер, чӑхлата-чӑхлата, хӑмӑр пиншакӗн тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ун кӗсйинчен лешне, ҫур литр кӗрекен спирт флаконне, тата ик ҫӗр грамм кӗрекен икӗ пушӑ стакан кӑларчӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лӗх-лӗх-лӗх… — лӗхлетсе илчӗ вӑл (малти катӑк шӑлӗ те самаях сарӑхнӑ), алапаш пиншакӗн кӗсйинчен пуҫлӑ сухан кӑларса ӑна ҫӗҫӗпе ҫурмаран каснӑ май.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Кивӗ, шупкарах хӑмпӑлчӑ пиншакӗн шалти кӗсйинчен ҫур литр кӗленчи туртса кӑларчӗ:

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак вӑл вӗсене, кӑмпасене, хулӑран хӑтарса ҫӗр ҫине (те костюм пиншакӗн арки ҫине?) пӑрахрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алла ҫӗҫӗ илес тесе, сылтӑм аллипе пиншакӗн кӗсйисене йӑпӑш-япӑш хыпаласа илчӗ, анчах унта нимӗн те пулмарӗ (кӑвайт патӗнче ҫухалса юлнӑ пулинех?).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах хӗрарӑм халӗ ачана пулӑшма ыйтса, мӑйласа, Турра кӗл туни те, вӗрӳ-суру туни те курӑнмарӗ, ун вырӑнне вӑл, ҫӑмӑл пиншакӗн ҫаннине тата аллисене кӑткӑс ҫавӑркаласа, выляткаласа илчӗ те укҫа ҫине уф-фф-ф! уфларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫ «хӑни», чӑштӑртата-чӑштӑртата, пиншакӗн ҫаннисемпе хӑй таврашӗнчи ҫӗре чӑрӑш йӗкелӗсенчен тасатма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алексей Ефремовичӑн ҫамрӑк майри умӗнче кив атӑпа ҫӳрени килӗшмест тесе, Сергей Иванович паян ирех штиблет тӑхӑннӑ, пиншакӗн брюкине те тасатса якатнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗр… виҫӗ сехет каялла килчӗ, — терӗ те Гобсон алӑка уҫрӗ, тепӗр аллипе пиншакӗн ҫӗкленнӗ ҫухавине антарчӗ.

— Приехала часа три назад, — сказал Гобсон, распахивая дверь и придерживая рукой поднятый воротник пиджака.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна тӗллесе кӑтартрӗҫ те вӑл ҫав еннелле ҫул тытрӗ; ҫыххи хул айӗнче, каҫхи сивӗ ҫилтен хӳтӗленес тӗллевпе пиншакӗн ҫӗкленчӗк ҫухавине сӑмса тутрине ҫыхса лартрӗ.

Ему указали направление, следуя которому он двинулся в путь, держа сверток под мышкой и обвязав поднятый воротник пиджака носовым платком в защиту от резкого ночного ветра.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed