Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патран the word is in our database.
патран (тĕпĕ: патран) more information about the word form can be found here.
Ҫӗвӗ предприятийӗн ҫӗнӗ пысӑк цех уҫӑлать, ҫавӑнпа вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пирӗн патран вӗренсе тухакансене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.

Help to translate

Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... sh-3904635

Хӗлӗпе те ҫӑвӗпе пирӗн патран кайма пӗлмен курак пӗринче таҫта ҫухалчӗ.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

— Анне ман патран кайма пӗлмерӗ, е куркапа мӗн те пулин сӗнет, е алшӑлли тыттарать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Воопше, сан патран ӗнер, лесник, эпир врман торттарса тохман.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Селендеев пирӗн патран кайнӑранпа кӗҫех виҫӗ уйӑх ҫитет.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тухса кай ман патран, куҫ ан куртӑр!

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сан патран урӑх ҫын илсе кайма пултарман-и?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунӗ сан патран аран тухса хӑтӑлнӑ, тет!

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сирӗн патран тухрӗ пуль терӗм эпӗ ӑна.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Эсир пирӗн патран каятӑр-и?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кунта йӗрке ҫапларах — пирӗн патран фронта анчах ӑсатаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ҫав вӑхӑталла Ольга Алексеевна пирӗн патран тухса кайрӗ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗненӗр мана, ҫав этем пирӗн патран тухса кайнӑ кун пирӗн пурнӑҫри чи телейлӗ кун пулчӗ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мартин ман патран хӑмасем илсе кайнӑшӑн именме те кирлӗ мар тесе шутларӗ.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

«Вӗлеретӗп, ҫитсенех вӗлеретӗп», — тесе, шӑлне шатӑртатса, чышкине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр чӑмӑртакаласа, силлекелесе тухса кайрӗ ман патран.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тен, каялла таврӑнмарӗ-ши, тесе, куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, Ула Тимӗрпе Полина хӑнара пулнӑ киле те вӗтсе ҫитрӗ, унта, сехӗрленнӗ аптравлӑ куҫӗсене ҫавракалатса: «Владимир Петровичпа Полина Никифоровна пирӗн патран чиперех тухса кайрӗҫ», — терӗҫ ҫеҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑҫал лартатпӑрах тесе, виҫӗ кун каялла пирӗн патран мӗнле лайӑх йывӑҫсем илсе кайрӑр?!

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Альдонна ӗнтӗ эп килнӗренпех пирӗн патран тухма пӗлмест, кинона та пӗрлех пырать.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кай, халех уйрӑлса кай ман патран, — хайне хӑваласа ятӑм халь.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Улӑштарасса улӑштартӑмӑр та, анчах ҫук ҫав, ӗҫ тухмарӗ, пирӗн кӑвакарчӑнсем ют ҫӗрте пурӑнма килӗшмерӗҫ: Вадим панисем ман патран ун патне — Вӑрманкаса вӗҫсе кайрӗҫ, эп панисем ман пата вӗҫсе килчӗҫ.

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed