Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памарӗҫ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Йыттине памарӗҫ».

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Анчах ҫук, шухӑшсем канӑҫ памарӗҫ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Юлашкинчен таврӑнчӗ, анчах пурӑнма памарӗҫ.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Суранланнӑ чӗрине мӗншӗн сывалма памарӗҫ?

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Сӑмах та пулма пултараймасть ун пирки, пачах урӑхла, хӗрарӑмсем пурте тав тӑваҫҫӗ хӑйсен арҫынӗсене, вӗсем нимӗҫсем тарҫисем пулма памарӗҫ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узина йывӑр шухӑшсем ҫавах та канӑҫ памарӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Совеҫӗ тата арҫынлӑх туйӑмӗ ирӗк памарӗҫ ӑна малтанхи ҫемйине пӑрахма.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Сасӑ памарӗҫ, «халь ӑна нимӗнпе те хумхантарма юрамасть…»

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Фашистсем выҫӑ салтаксене шывран пуҫне урӑх ним те памарӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалу вӑхӑтра памарӗҫ, ҫитменнине тата малтан шантарнинчен сахалрах та пулчӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Ҫапла пӗррехинче леса вӑхӑтра туса памарӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах… сасартӑк аса илех кайрӗ: ӗлӗксенче ӑна ҫулсеренех преми параканччӗ, кӑҫал вара памарӗҫ — ветсанитара пачӗҫ.

Help to translate

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Памарӗҫ, пӑхса тӗлӗн!

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен тин ҫеҫ ывӑннипе вилӗм тӗсӗ ҫапнӑ, халӗ вара савӑнӑҫ туйӑмӗсемпе улшӑннӑ пичӗ ҫумне пепкене илсе пырса хучӗҫ, амӑшӗ ӑна тытас тесе аллине ҫӗклерӗ, памарӗҫ, чӗркеме илсе кайрӗҫ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ял ҫыннисем салтака лӑпкӑ ларма та памарӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах тӑшмансем пире йӗркеллӗ пурӑнма памарӗҫ.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юлташӗсем хирӗҫ чӗнме сӑмах та памарӗҫ ӑна.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ну, хӑвах пӗлетӗн, юлашки ҫулсенче ферма заведующисем «тӗс памарӗҫ» пирӗн.

Help to translate

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тул ҫутӑличченех ҫывӑрма памарӗҫ. каяннӑйсем!

Help to translate

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed