Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапла, вӑл музыкантчӗ, сӗрме купӑс калакан; чӑн-чӑн чаплӑ музыкант мар, вӑтам музыкант, ҫурма обществӑлла ҫын.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ӑнланатӑн-и, Соня, музыкант вӑл, хӑйӗн ӗмӗрӗнче нимӗнле музыка инструментне алла тытса курман пулсан та, музыкант вӑл!
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл унта ухмаха ернӗ музыкант пурнӑҫне сӑнласа кӑтартасшӑн пулнӑ курӑнать, ҫавӑнпа та повесть ятне те «Ухмаха ернӗ музыкант ҫырса пынисем» тесе ят парасшӑн пулнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Итлекенсен тимлӗхне пур енчен те тӗп-тӗрӗс ярса илме тӑрӑшнӑ май, музыкант шучӗпе, ҫак тӗллев патне ӑна халиччен усӑ курман хатӗрсемпе тата электроникӑпа усӑ курни мар, ятарласа чикӗсем туни ҫывхартать.
Рихтер Кирилл Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87
— Ха, эсрел, упа темерӗн, музыкант евӗрлех хӑтланать тата! — тӗлӗнсе калаҫрӗ атте.
Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.
— Ҫынна чӑн та юрӑҫ е музыкант, сӑвӑҫ е ҫыравҫӑ, учитель е ҫӗр ӗҫченӗ… пулма пӳрнӗ пулсан – шӑпа ҫын хӑй сисмесӗрех ҫав ҫул ҫине ертсе тухать ӑна.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Музыкант хӑйне юратакансене пултарулӑхӗпе савӑнтарать, уфимецсене вара вӑл хӑйӗн чарусӑр энергийӗпе савӑнӑҫлӑ кӑмӑлне парнелеме хатӗр!
Уфана "Атя выляма" фестивале Ваня Дмитриенко килет! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... et-3425016
Пӑхса тӑраттӑм та эс кирпӗч хунине — каменщик мар, музыкант теттӗм.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тусӗ пулнӑран тӑватӑ ачинчен виҫҫӗшӗ музыкант ӗнтӗ, — пӗлтерчӗ Серебряков.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ.
Мария Шуракӑш ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34722.html
«Пӗр ҫемьерех темиҫе ученӑй е темиҫе музыкант, е темиҫе писатель, е темиҫе артист пулнине пӗлетӗп, анчах пӗр харӑс виҫӗ художник пулнине астумастӑп. Пулнӑ та пуль те — эпӗ пӗлместӗп», — тесе шӳтлекелет хӑйӗн кил-йышӗ пирки Макар.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Элкей Павӑлӗ, П. Осипов пекех, Хусанта вӗренет, кайран университетра врач пулма пӗлӳ илет, музыкӑна ҫав тери юратать, пӗр хушӑ музыкант е тухтӑр пулмалла-ши тесе иккӗленет, Хусанта чӑваш артисчӗсем пухӑнсан, вӗсемпе пӗрле театрта вылять тата ыт. те.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
— Музыкант?!
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӗн чухлӗ музыкант ытти специалистсем хушшинче — вӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарас пулсан, симфониллӗ оркестр тума та пулӗччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Пӳр ҫӗрте выртнӑ ку инструмент, музыкант аллинче мар.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте тунӑ сӗрме купӑса ӑстӑнлӑ музыкант сутас ҫук…
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Миллер — мӗскӗн музыкант.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Сӗрме купӑспа калакансем пирӗн хушӑра та пур, анчах Бах арипе ҫынсен чунне тыткӑна илме чӑн-чӑн музыкант кӑна пултарать, — терӗ вырӑс режиссерӗ, чӑннипех тӗлӗнсе.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫитменнине тата сирӗн Эльгеев хӑй те музыкант иккен?
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗр вӑтам ҫулхи арҫын (музыкант пулас) контрабас йӑтса тухнӑ та ним тума аптраса тӑрать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.