Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗ (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
Пӗр енчен-тахҫантанпа кӗтнӗ савӑнӑҫлӑ уяв, тепӗр енчен-кӑштах хурлӑхлӑ ӗҫ.

Help to translate

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Паян 11-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн — чи кӗтнӗ кун.

Help to translate

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%8e%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн, пысӑк шӑши тухнӑ ҫурӑкран пӗчӗккисем, ӑна-кӑна тӗшмӗртеймен айванккасем, пӗрин хыҫҫӑн тепри сике-сике тухрӗҫ, асли хыҫҫӑн телевизор ешчӗкӗ патне пырса ҫӗртри тӗпренчӗксене пуҫтарма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Ҫиес килет, хырӑм пӑкӑртатма пуҫларӗ, сана кӑна кӗтнӗ эпир, Тетей.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кирей холодильнике уҫса пӑхрӗ, унта туллиех тӗрлӗ ҫимӗҫ, эппин Элиме ӑна кӗтнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Паллах ӗнтӗ, чуна кӑмӑла каякан каччӑна кӗтнӗ, ӑна качча тухма хатӗр пулнӑ, ку кашни хӗрӗн ӗмӗчӗ тесе шутлатӑп.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫынсем область Раҫҫее кӗнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ, ҫакна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ, — тет вӑл.

Help to translate

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Тӑван ялта, Мӑкӑрта, иртекен мероприятисенче вӑл яланах кӗтнӗ хӑна.

Help to translate

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Акӑ, фанфара ҫеммипе кӗтнӗ уяв пуҫланчӗ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Унта хутшӑнакансене шоу-программа, мастер-классем тата ӗҫлӗ тӗлпулусем кӗтнӗ, унта конкурсантсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, хӑйсен ӗҫӗн результачӗсене каласа панӑ.

Help to translate

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ иккен: яшт сиксе тӑрать, алӑк патне пырса чалт та чалт сикме, алӑка шал енчен туртнӑ сӑрана ҫивӗч чӗрнипе сикмессерен чартлаттарса ҫурма тапратать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫакна кӑна кӗтнӗ тейӗн Маруҫ, кастрюле илсе, хӑпӑл-хапӑл тӑрать те вӑрманҫӑ хыҫҫӑн уттарать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӗнӗ клуб алӑкӗ умӗнче хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн куракансене уяв концерчӗ кӗтнӗ.

Help to translate

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Ҫак пулӑма вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ.

Help to translate

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

2023 ҫулта пирӗн округшӑн чи кӗтнӗ пулӑм пулса иртрӗ, «Культура» наци проекчӗн «Культура тӑрӑхӗ» регионти проекчӗпе килӗшӳллӗн Ямпай ялӗнче лармалли 49 вырӑнлӑх ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартса лартнӑ.

Help to translate

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Тӑванӗсем пурте Сергей Егорович Чернова кӗтнӗ, вӑл таврӑнасса ӗненнӗ.

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Кӑнтӑрлахи апатпа кӗтӳ кӗтнӗ ҫӗре Ҫӗпритунӑн Макҫӑмкка ятлӑ ывӑлӗ — Ваҫукпа пӗр ҫулсенчи ача — пырать.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Карӑккассинче ҫӑвӗпе кӗтӳ кӗтнӗ ҫулхине хӑвӑрт тӗреклентӗн эс.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алмазов ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ, каллех — пӑшӑл-пӑшӑл, мӑкӑл-мӑкӑл.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.

По его собственным словам, Леннон ожидал подвоха, дающего понять зрителю, что он напрасно так высоко залез, и был в восторге, увидев, что там написано «Да».

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed