Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсра (тĕпĕ: курс) more information about the word form can be found here.
Питӗ пысӑк инкек кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапрӗ вӗсене пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ чух.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Пӗрремӗш курсра Сашӑсем сӗннипе вӗсен патӗнче пурӑнчӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Никама та пӑхӑнас мар тесе, аппасемпе атте-аннерен укҫа ыйтас мар, пулӑшу илес мар тесе, медучилищӗн пӗрремӗш курсӗнченех пӗр курсра вӗренекен хӗрачапа пӗрле хула больницинче сиделка пулса ӗҫлерӗм, урай ҫурӑм.

Help to translate

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Сергей ҫартан таврӑннӑ чухне Валя тӑваттӑмӗш курсра вӗреннӗ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Зина ун чухне Хусанти мединститутра иккӗмӗш курсра вӗреннӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Тата темиҫе уйӑхран, — эпӗ ун чух юлашки курсра вӗренетӗп ӗнтӗ, — библиотекӑра французсен техникӑлла журналне вуласа ларатӑп.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Занятисем хыҫҫӑн пӗр курсра вӗренекен ачасемпе маскировка сетки ҫыхма ҫӳреҫҫӗ.

С однокурсницами после занятий ходят плести сети.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... ey-3641608

1948 ҫулта вӑл, юлашки курсра вӗренмесӗрех, Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Давыд 1934 ҫулта счетоводсем (бухгалтерсем) хатӗрлекен курсра пӗлӗвне ӳстерет, 1936 ҫулта колхоз руководителӗсен курсӗнче вӗренет.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хӗр асӑннӑ предприятире йӗркеленӗ кӗске курсра электросварщике вӗренсе тухрӗ, ӗҫре часах маҫтӑрланса ҫитрӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Иккӗмӗш курсра вӑл, атте, кӗретсӗр вӗренет, — пӗлтерчӗ Ирина, Миша хӑй ҫинчен каласа парас маррине туйса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Иккӗмӗш курсра, кӗретсӗр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпах пуль хӗре ӗҫ вырӑнӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен пек ҫеҫ кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Леонид Черкесов шухӑшӗпе субординатура пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑра улттӑмӗш курсра медицина кадрӗсем хатӗрлемелли вӗрентӳ программине тавӑрни аван.

Help to translate

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

— Кампа? — шанасси килмерӗ пӗрремӗш курсра вӗренекенӗн.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан, аслӑ курсра вӗренекен Равиля Урманова, дипломат хӗрӗ, вӑрттӑн каланӑ тӑрӑх, «колхоз вӑл ырӑ япала мар иккен, унта хресченсене выльӑха хӑвса хупнӑ пек, ирӗксӗр кӗртнӗ».

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унпа пӗр курсра вӗренекен ачасем унӑн пултарулӑхне хӗрӳллӗ ырланӑ, вӗсем курава пыракансенчен пӗрремӗшсем пулнӑ.

Ее однокурсники горячо поддержали ее творческий порыв и были одними из первых, посетивших выставку.

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан ҫынсене халалланӑ персональлӗ курав уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3464652

Шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче анне квалификацие ӳстермелли тӗрлӗ курсра пулнӑ, ОГЭ тӗрӗслевӗпе эксперт пулнӑ, «Ҫулталӑк учителӗ-2015» професси конкурсне хутшӑннӑ, унта вӑл «Педагогика хавхаланӑвӗ тата артистизм» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

За годы работы в школе она побывала на различных курсах повышения квалификации, была экспертом по проверке ОГЭ, участвовала в профессиональном конкурсе «Учитель года-2015» и стала победителем в номинации «Педагогическое вдохновение и артистизм».

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Ҫак кун шкул ачисемпе студентсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне, пӗрремӗш класа каякансемпе пӗрремӗш курсра вӗренекенсемшӗн вара ҫӗнӗлӗхсемпе пуян пӗлӳ тӗнчине илсе каякан аслӑ ҫул ҫинчи пуҫламӑш утӑмсене палӑртать.

Этот день знаменует собой начало нового учебного года для школьников и студентов, а для наших первоклассников и первокурсников – старт большого пути в большой и полный открытий мир знаний.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/01/gla ... et-s-dnem-

Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ.

Ивана Ермолаева в армию забрали во время учебы на 4 курсе, в 1939 году.

Иван Ермолаев 104 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35692.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed