Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмасӑр (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Чӑваш вӑл курмасӑр, тытса пӑхмасӑр ӗненмест.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унта ҫуранах утрӑм, палланӑ вырӑнсене кайса курмасӑр тӳсеймерӗм.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫак ырӑ вӑхӑта курмасӑр ан юл, юлташӑм.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кузнецова юлташ, республикӑра пуринчен малтан Мануковскипе Гиталов меслечӗпе ӗҫлесе, пысӑк лаптӑк ҫинче кукурузӑна алӑ вӑйӗпе усӑ курмасӑр туса илме тытӑннӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Чуманкасси территори пайне илес пулсан вара юлашки вӑхӑтра ҫынсен пурнӑҫ шайне лайӑхлатассипе туса ирттерме пултарнӑ ырӑ ӗҫсене курмасӑр ниепле те май ҫук.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Мӗнле иртсе кайӑн-ха ҫавӑн чул ыр ҫынсене кӗрсе курмасӑр?

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирте тӗл пулсан, тахҫантанпа курмасӑр тунсӑхланӑ ҫынсем пек, тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана курмасӑр тухса кайнӑшӑн питех айӑплӑ эпӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗре, ҫутта, халӑх ушкӑнне курмасӑр утрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Упине курмасӑр — хӑрас мар, тытмасӑр тирне сӗвес мар, — терӗ ӑшра.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Те кӑтарту хӑмине курмасӑр, те ӑна шута илмесӗр, ятарлӑ ҫул ҫук пӑр ҫине кӗрсе кайнӑ автомашина виҫӗ пулӑҫпа тата шоферпа путнӑ хыҫҫӑн кунта виҫӗ-тӑватӑ ҫула яхӑн никам та хӑйӗн «хӑюлӑхне» кӑтартманччӗ-ха.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Капла хамӑн чаплӑ произведенисене курмасӑр та юлӑп…»

Help to translate

Ҫырӑнмаллах пуль… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

Мӗн ирчченех лӑш курмасӑр ӗҫлерӗҫ пушарниксем.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Выҫса ҫитнӗ пек, шывсӑр чылай вӑхӑт хушши аптранӑ хыҫҫӑн ӗҫсе тӑранма ӗмӗтленнӗ пек пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине, мӗн-тӗр курмасӑр, асӑрхамасӑр юласран хӑранӑн куҫӗсене те мӑчлаттармарӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑваш енӗн ӗлккен вырӑнӗсене ҫитсе курмасӑр тӑван тавралӑх илемӗпе киленме вӗренеймӗн.

Help to translate

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Пилӗк кун ӗнтӗ тӗвесем шыв курмасӑр утаҫҫӗ.

Пять дней шли без воды верблюды.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Темиҫе уйӑх ӗнтӗ карапсем океан тӑрӑх пӗр утрав тӗл пулмасӑр, ҫӗре курмасӑр кайнӑ.

Долгие месяцы плыли корабли по океану, не встречая островов, не видя земли.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫыраналла килнӗ чух эпӗ ним курмасӑр, ҫулне хыпашласа килтӗм…

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Демобилизаци хыҫҫӑн вӑл хӑй летчик пулнӑ ҫулсенче кӑларнӑ пӗр картинӑна та курмасӑр ирттерсе ямарӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed