Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куркине (тĕпĕ: курка) more information about the word form can be found here.
Ун куҫӗнчен вӗри тумлам йӑрласа анать, асламӑшне ӗҫтерме тесе янӑ чей куркине ӳксе кайӑк чӗппи имшеррӗн шиплетнӗ евӗр сасӑ кӑларать…

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ытти чухне пӗр сыпкӑм тутанатчӗ те куркине сӗтел ҫине лартатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тав куркине ӗҫрӗм эп тӗппи, Ҫул куркине епле ӗҫӗп-ши?

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫулӑх ҫултӑм, тайӑлтӑм, Ҫул куркине эп ӗҫрӗм.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Такмакларӑм, тайӑлтӑм, Тав куркине эп ӗҫрӗм.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Палланӑ хушаматпа ята илтсен, эпӗ шартах сикрӗм, алӑри чей куркине, сыпма тӑнӑскере, каялла лартрӑм.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хвекла, Хумкка пекех пӗчӗкрех хӑйпашка кӗлеткеллӗскер, куркине сӗтел ҫине лартрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫул куркине тытӑр-ха, тархасшӑн!

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанхи хут тултарнӑ тав куркине тӗппипе ӗҫни урӑх шут.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тав куркине тӗппипе ӗҫмен ҫын хӑй ырӑ кӑмӑллӑ маррине, тав курки сӗнекене килӗштерменнине пӗлтерет, сӗнекене кӳрентерет…

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ман алӑран тав куркине йышӑнтӑн пулсан, тӗппипех ӗҫмелле.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑра куркине стена ҫумне ҫатлаттарчӗ, сӑмавара ҫӗре сирпӗтрӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмавар умӗнче иккӗшӗ чылаях шӑкӑлтатса ларсан чей куркине чашӑкки ҫине шӑкӑрт! кутӑн май ҫавӑрса хучӗ те мана ҫапла каларӗ:

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

«Юратнӑ хӗрӗн пурҫӑн пек кӑтри Ман ҫурӑмра ай вӗлтӗр вӗҫнӗ чух, Хаваслӑхпа чӑп чӑмӑр ҫеҫ кӑкри Туллин тулса пит хӑвӑрт тапнӑ чух — Чунтан савса яш туслӑх куркине Шалтти ӗҫме тӑсайӗ ман енне».

Help to translate

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Калт! туртӑнса илчӗ Пахом Петрович, сӗтел ҫинчен илме тӑнӑ сӑра куркине тӳнтерсе ячӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Чей куркине кӗмӗл кашӑк вӗттӗн чӑнкӑртаттарса янратрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тепре илсе кил-ха, — терӗ те вӑл пушӑ куркине арӑмне пачӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Юлашкинчен Сулагаев: «Пуҫра ман пӗр сӑвӑ пур. Тен, ҫав япала юрра юрӑхлӑ?» — тенӗ те Сехмет Сантӑрккин «Пурнӑҫ куркине» вуласа кӑтартнӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Халь эп уҫӑлмалӑх, шӑм-шак ҫӑмӑлланмалӑх Варламовсем патне кайса килем-ха, — терӗ вӑл пушӑ куркине кил хуҫине тыттарсан.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сергей Николаевич аллинчи куркине сулкаласа тепӗр ҫавра юрларӗ, унтан ларчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed