Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтисене (тĕпĕ: килтӗ) more information about the word form can be found here.
Килтисене пурпӗрех тӗрӗлтеттеретӗп-ха эпӗ тепӗр чух.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Яла ҫитсен ҫул ҫинче пулни-иртнине килтисене каласа кӑтартрӑм.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Килтисене шӑрпӑк туса парса савӑнтараймасть Вихтӗр.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫавӑн ҫинчен килтисене пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килтисене систермесӗр виҫӗ кунта пӗри колхозпа татӑлчӗ, тепри шкулта тӑхӑр класс пӗтерни ҫинчен ҫирӗплетекен хута илме пултарчӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унта усал шуйттан курӑнса килтисене ан хӑраттӑр тесе.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ килтисене тимлӗх уйӑрмалла.

Сейчас лучше всего уделять внимание своим домашним.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑн пек шухӑшсемпе таврӑнчӗ больницӑран вунтӑххӑра ярса пуснӑ хӗр; анчах килтисене вӑл ним те уҫса каламарӗ — йӑмӑкне те, амӑшне те.

Help to translate

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пахчаран Бианкӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн килтисене ытлашши хурлантарасран асӑрханнӑччӗ, мӗн каласан аванрах-ши тесе шутланӑччӗ, каярахпа вара вӗсем Бианкӑна аса та илменшӗн кӑмӑлсӑрланмах пуҫларӗ: «Ӑна тӑрук ҫапла манма пирӗншӗн йытӑ ҫеҫ пулчӗ-ши-ха вӑл? Чӗрӗ чухне пурте унпа выляса йӑпанаттӑмӑрччӗ, халӗ Бианка асра-тӗсре те ҫук иккен…» — вӗчӗрхенчӗ Анатолий Семенович.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Килтисене вӑл, чӑннине каласа, ытла хытӑ хуйхӑрттарасшӑн пулмарӗ, «Бианкӑна ҫухатрӑм», — тесе ӗнентерчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Килтисене пулӑшмалла.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тӳррипе каласан, атте хӑйӗн хыттине пула тарҫӑ тытмасӑр, пире, килтисене, тарҫӑ вырӑнне тыткалама хатӗр.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Така ҫухалсан, килтисене шарламасӑрах, уйӑха яхӑн сӑнаса пурӑнтӑм, кашкӑр-мӗн ашкӑнни илтӗнмест-и тесе.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Килтисене кун ҫинчен нумай вӑхӑт хушши каламасӑр пурӑнтӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ну, малтан килтисене салам ҫырнӑ, аттепе пӗр тӑван пиччене, Исмаила, вӑрҫса илнӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла шутласа вӑл килтисене аса илчӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫ кӳлӗм Иливан килтисене систерсех вӑрмана кайрӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине вӑл, кутник сакки ҫинче выртаканскер, куҫне уҫрӗ те хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ, килтисене курӑнас мар тесе ҫири чапанӗпе пуҫ ҫинчен витӗнчӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулчӗ курӑнать тӑрсан: часрах яла таврӑнччӑр та килтисене эпир сывӑ пулни ҫинчен пӗлтерсе хуччӑр.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ир те, каҫ та турра кӗлтӑвӑр, килтисене кӗлӗсем вӗрентӗр.

Help to translate

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed