Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнишӗн (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Кунтан тухса кайма май килнишӗн кӑмӑллӑ пулчӗ Узин.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Санӑн ҫавнашкалах хумханма кирлӗ марччӗ, Элиме, — вӑл ӳпкевлӗн, ҫав вӑхӑтрах юратса пӑхрӗ хӗр ҫине, вӑл килнишӗн ҫав тери савӑнчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӑлхарсем ӗлӗк-авал килсе тымар янӑ ҫӗршыва пӑрахса кунта килнишӗн чунӑм канӑҫа ҫухатрӗ, — Нарспи мӑнаҫлӑн пуҫне ҫӗклерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫамрӑк армеецсем вӗренӳ ҫулӗн юлашки уйӑхне уроксем вӗҫленнишӗн кӑна мар, ҫарпа патриотизм вӑййисене хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне чӑн-чӑн ӑмӑртусенче ҫирӗплетсе пама май килнишӗн те кӑмӑллаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

— Манпа паллаштарнӑ чухне алӑ та ҫупрӗҫ, пулӑшма килнишӗн тав турӗҫ.

Help to translate

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (1990 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ, СССР) — орбитӑри «Мир» ӑслӑхпа тӗпчев комплексне тӗнче уҫлӑхӗпе ӑнӑҫлӑ вӗҫсе килнишӗн

Орден Дружбы народов (10 декабря 1990 года, СССР) — за успешное осуществление космического полета на орбитальном научно-исследовательском комплексе «Мир»

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Вӑхӑчӗ хуран тавра сӗркеленсе лармалли мар, услап кахалсем! — аслатиллӗ ҫумӑр килнишӗн тарҫисем айӑплӑ пек, кӑшкӑрчӗ Вӑрӑм Палюк.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри тӑванӗ килнишӗн хӗпӗртенӗ Сантӑркка, нӳхрепе анса, тӑварланӑ хӑяр, шур кӑмпа, услам ҫу илсе тухрӗ, сӑмавар хупкӑчне уҫса, шурӑ питшӑлли ҫине теҫетке ҫӑмарта хучӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗринпе курса калаҫма тӳр килнишӗн савӑнӑҫне пытармарӗҫ.

Help to translate

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

— Каяс, — тет Ванюк учитель шухӑшӗ хӑйӗн шухӑшӗпе пӗр килнишӗн савӑнса.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе Трак вӑтам шкулне тӗпрен юсаса ҫӗнетме май килнишӗн Сире, Олег Алексеевич, тав сӑмахӗ калатпӑр, — терӗ «КЕТРА» ӗҫченӗ Вера Маркова.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Юбиляр ҫамрӑклӑх ҫулӗсене аса илсе артистсене алӑ ҫупса хавхалантарчӗ, ура тапса пӗрле ташларӗ, вӑрӑм ҫула кӗскетсе уява килнишӗн чӗререн тав турӗ, тӑванлӑха мухтаса малашне те упрама сӗнчӗ.

Help to translate

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Маҫаккӑшӗн иккӗмӗш мӑшӑрӗн хӗрӗпе, мӑнукӗпе ҫыхӑну йӗркелеме май килнишӗн савӑнать-ха вӑл.

Help to translate

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

«Инесса хулана куҫса килнишӗн укҫаран ытларах эп айӑплӑ-тӑр».

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене тӑтӑшах курма май килнишӗн ҫав тери савӑнать кинемей.

Help to translate

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Мӗншӗн эпӗ килнишӗн савӑнмастӑн? — пӑшӑрханса, хурланса ыйтрӗ Ҫеруш.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах Анюк савӑннипе ах! та темерӗ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫапла килнишӗн ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Хӗвел тӳперен ӑшшӑн кулса пӑхать, вӑл паян ҫапла асаплӑ чӑваш ҫӗрне, ватӑ Улатӑр хулине ирӗклӗх килнишӗн савӑнать, тейӗн.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн пата килнишӗн.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑтӑмлӑхӗ ҫитменнишӗн, юлташне пӑрахса килнишӗн хӑйне ӑшра тем пекех вӑрҫрӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed