Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килекенсем (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Ҫак юхӑм Гольфстримпа ҫапӑннине пула йӗркеленнӗ тӗтресем, Кейп-Код ҫине Нантакет утравӗнчен кӑнтӑртан килекенсем, индейсен халапӗсенче те асӑнса юлнӑ.

Туманы, образующиеся при столкновении этого течения с Гольфстримом и приходящие на Кейп-Код с юга от острова Нантакет, упоминаются в индейских легендах.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Вӑрман… вӑл, уҫӑлма килекенсем каланӑ тӑрӑх, ҫӑтмах ҫеҫ.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пирӗн заводра командировкӑна килекенсем валли пӗчӗк гостиница пекки пур…

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Библиотекӑна килекенсем унӑн ҫӗнӗ дизайнӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки мӗн шутлаҫҫӗ-ха?

Help to translate

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Хумкка мучи хирӗҫ килекенсем патнелле чупрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килекенсем килнӗ, ыттисене кӗтсе тӑмӑпӑр! — алӑкран кӗрсе кӑшкӑрчӗ Ылтӑн Петрукӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крайри радиопа чӑвашран куҫса килекенсем ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сухов отчечӗ урлӑ эпир вӗсем икӗ уйӑхра 4518 ҫынна эмелленине, пуҫласа 3638 ҫынна йышӑннине, иккӗмӗш хут 6956 ҫынна эмелленине, мӗн пурӗ куҫ чирӗнчен сывалма 10594 клиент пынине, ҫав хушӑра 256 операци тунине, инҫетрен килекенсем валли столовай уҫнине куратпӑр.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен туристсене илӗртекен регион шутланать, аякран курма килекенсем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма кӑмӑллаҫҫӗ, ҫавӑнпа пирӗн вӗсен кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшмалла.

Help to translate

Канаш райповӗн апат-ҫимӗҫне пысӑк хак панӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0% ... b0%d0%bda/

— Тен, пире вӗлерме килекенсем юри ҫутта пӗтерчӗҫ?

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Илемлӗ вырӑн» тесе качча килекенсем чылаях пулнӑран-ши — кунта ҫутҫанталӑка юратса унпа киленме пӗлекенсем, тарӑн туйӑм-сисӗмлӗ, ырӑ та ҫемҫе чунлӑ ҫынсем, хитре хӗрсем чылай, теҫҫӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Данил Макарович аякран килекенсем валли яланах темиҫе вырӑн хӑвармалли пирки регистратора самаях ӗнентермелле «вуларӗ».

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Муркаш районӗнчи Нӳретрен хӑтана килекенсем те пулнӑ-ха.

Help to translate

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Хирӗҫ килекенсем, Анатолий Ҫеменович тӗлне ҫитсен, чарӑнса тӑрсах ун ҫинелле пӑхаҫҫӗ, куҫҫулӗ юхтарса утакан ватӑ ҫынна шеллесе, пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ йытӑ ҫурине хӗрхенсе, хӑйсем тӗллӗн шӑппӑн калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Халех ӗҫ пӑрахатӑр-и? — бытовка еннелле утакансем хыҫҫӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра чупрӗ вӑл, хӑй хыҫӗнчен килекенсем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Килекенсем 3 тапхӑрпа канӗҫ.

Help to translate

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Ишек авалхи чиркӗвне ҫӳрекенсем чей ӗҫме кӗрсе ҫӳрени, ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче инҫетрен килекенсем ҫӗр каҫма юлни ҫинчен ҫырнисем пур та - икҫӗр ҫултан сахалах мар тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Хула ҫыннисем тата канма килекенсем хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Паянхи кун та ҫимӗке килекенсем Ҫемен Борисович вил тӑпри ҫине пырса унран пил ыйтаҫҫӗ.

И по сей день приезжающие на Тройцу на кладбище, приходят на могилу Семена Борисовича и просят у него благословения.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Вӑл вара, урӑхла шухаш турӗ, учӗсене ҫавӑрас та хыҫран килекенсем ҫине пырса кӗрес, вӗсен йӗркине тата-тата ха-мӑрӑннисем патне пырса тухас, терӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed