Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашкӑрсене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кашкӑрсене кирлех те мар вӑл, хӑй кашкӑра тухрӗ, ҫын вӗлерекен пулса, вӗсен кӗтӗвне куҫрӗ.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кашкӑрсене ялтан пистерме тӑрӑшнӑ уксах Вихтӗр бригадир ячӗпе: пӗрре… иккӗ… виҫҫӗ…

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑрах ури тахҫанах сусӑрланнӑран тӑлт-талт пусса чупакан Вихтӗр бригадир, юр ҫине тӑсӑлса выртса, кашкӑрсене тӗллет те, кӗрӗст! тӑвать пӑшал хӑрушшӑн.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ирӗк парас мар кашкӑрсене, пысӑк сӑтӑр тума пултараҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урнӑ кашкӑрсене сурӑх пырса чарайрать-и вара?..

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи юлашки самантра — ялтӑркка куҫлӑ, юхакан сӗлекеллӗ ҫӑткӑнсем ун ҫине тапӑнас самантра Ваҫиле Пихампар пирки — Ҫӳлти Туррӑн пулӑшаканӗ, ырӑ сывлӑш, килти выльӑх-чӗрлӗхе хӳтӗлекен тата кашкӑрсене итлеттерекен ҫинчен аса илчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем песецсене, кашкӑрсене, моржсене тата тюленьсене тытаҫҫӗ.

Бьют песцов, волков, моржей и тюленей.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кашкӑрсене пӗлетӗп вара: ҫурийӗ-мӗнӗпе — тӑхӑрвуникӗ кашкӑр, 30 упа, 8 рысь.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Хӑшпӗр чухне унӑн, аллине анкар тытса, йывӑҫ ҫинчен сиксе анас та кашкӑрсене сӑмсинчен, хырӑмӗнчен, мӗн хӑй йӑванса ӳкиччен ҫапас килсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш кашкӑрсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ, хӑйсем кашкӑрсене хирӗҫ утма пуҫласан, чӗтреме пӑрахрӗ, ӑна хӑй хӑрамиех пулнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вшик! туса ҫӗмрен кашкӑр еннелле вӗҫсе каясса кӗтме тытӑнчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача, уххипе ҫӗмренне хатӗр тытса, кашкӑрсене хирӗҫ темиҫе утӑм турӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лаша ҫинчен сӗтӗрсе антарса кашкӑрсене памалла!

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем кӑшкӑрса, ухӑсемпе пере-пере, хӗҫӗсемпе хӑратса кашкӑрсене кӗтӳрен айккинелле сирсе ячӗҫ.

Help to translate

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав сӑмахсем хӑлхине пырса кӗрсенех Великанов, трибуна ҫинчен хӑвӑрт анса, куҫран ҫухалма та ӗлкӗрчӗ, турра кӗлтума юратакан Маремьяна Сергеевна анчах пӗрре чышса юлма ӗлкерчӗ; ҫак йӗкӗлти карчӑк Сароври турӑ амӑш сӑнӗ умӗнчи лампадкӑран илнӗ йывӑҫ ҫуне тата Сароври Серафим вӑрманта хӑй аллинчен тискер упасемпе кашкӑрсене тӑрантарнӑ ҫӑкӑртан юлнӑ сухари татӑкӗсемпе сутӑ туса пурӑнатчӗ.

Услыхав такие разговоры, Великанов быстро смылся с трибуны и благоразумно скрылся, получив всего только один тычок от богомолки Маремьяны Сергеевны, ехидной старушонки, продававшей целебное масло из лампад иконы Саровской божьей матери и сушеные сухарики, которыми пресвятой угодник Серафим Саровский собственноручно кормил диких медведей и волков.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑйӗнчен икӗ утӑмра выртакан кашкӑрсене пӑхса илсен, вӑл халь ҫав тери ывӑннӑ кӑна мар, халран кайнине туйса илчӗ, сухӑрлӑ йывӑҫ вулли ҫине вӑйсӑррӑн лак! ларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тавӑрчӗ вара Хӗлимун Кашкӑрсене, кил-ҫуртне те, шыв арманне те хӗрлӗ автан ярса хӑварчӗ, хӑй ялтан тухса тарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫӗрех Хӗлимун Кашкӑрсене хӗрлӗ автан янӑ та ялтан тухса тарнӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑншӑн Кашкӑрсене хӗрлӗ автан ярса тавӑрнипех ӗнтӗ Хӗлимунӑн кайран тӗнче касса ҫӳреме тиврӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Смоландра мӗн авалтанпах кашкӑрсене ҫапла тытнӑ.

Так в Смоланде в старину ловили волков.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed