Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кассӑна (тĕпĕ: касса) more information about the word form can be found here.
— Халӗ хӑйсем тӗллӗн турттараканнисем те пирӗн хушша хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшаҫҫӗ, пирӗн вара план, кунсерен кассӑна палӑртнӑ чухлӗ укҫа памалла, бензинӗ те виҫеллӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей билет туянма кассӑна чупса тӑчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паллакансем базӑна чылай ҫӳреҫҫӗ, вӗсене эпир ҫав «отходсене» сутаттӑмӑр, укҫине Гарри Стопкин пӳлӗмӗнчи вӑрттӑн кассӑна чӑмтараттӑмӑр.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кассӑна пӗрисем — укҫа, теприсем — ҫӑмарта тӑсатчӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хыҫҫӑн ҫыхӑну уйрӑмӗнче тӗп кассӑна тытса пынӑ.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Тӑраниччен ҫисе лартнӑскер — хырӑмӗ кӳпӗннипе рехетлӗн какӑрчӗ те сенкер шыв хӗррине кӑмӑллӑн кӑна вырнаҫса ларчӗ, чӗлӗмне чӗртсе ячӗ, уйлама пикенчӗ: апат ҫиме куллен вӑтӑр пус тӑкакласан вӑл кашни шӑмат кун кассӑна виҫӗ тенкӗ хываять, ҫак ӗҫе тимлӗн тата юратса туса пыни тепӗр вунӑ ҫултан ним мар пин те пилӗк ҫӗр тенкӗ параять.

Закусив так плотно, что стало давить под ложечкой, в хорошем расположении духа сидел у синей воды, курил и думал, что, тратя каждый день на еду тридцать копеек, сможет носить каждую субботу в сберегательную кассу ровно три рубля, которые, если относиться к этому делу внимательно и любовно, дадут через десять лет сумму в тысячу пятьсот рублей.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

— Стомадор тете, — терӗ контрабандист лавккаҫа хӑлхи хыҫӗнчен ҫепӗҫҫӗн кӑтӑкласа, унтан вара — Катрин патӗнчи пек — лавккаҫ хул пуҫҫинчен чавсипе сӗмсӗррӗн тӗревленчӗ, — кассӑна шутлама ан васкӑр.

— Дядюшка Стомадор, — сказал контрабандист, нежно почесывая лавочника за ухом, а затем бесцеремонно кладя локоть ему на плечо и подбоченясь, как делал это в сценах с Катрин, — повремените считать кассу.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кассӑна шутласан Давенант тарҫӑ хӗрарӑма чӳречесен шалти хупписене питӗрме хушрӗ те ҫӳле улӑхрӗ; Ван-Конетран хыпар ҫитессе усӑсӑр кӗтсе ирттернӗ сивлек кун пирки уйланать.

Сосчитав кассу, Давенант приказал служанке закрыть внутренние оконные ставни и отправился наверх, раздумывая о мрачном дне, проведенном в тщетном ожидании известий от Ван-Конета.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл кассӑна курать, анчах касса хупӑ.

Он увидел кассу, но касса была закрыта.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл кассӑна уҫнӑ та укҫана йӑтса тухса кайнӑ.

Он открыл кассу и вытащил деньги.

Арҫын кафене кӗрсе кассӑри укҫана вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31499.html

Ҫав ҫамрӑк ҫын хӑй савакан хӗрарӑм ӑна юратнипе ухмаха тухнине чӑннипех ӗненсе лартнӑ та — кассӑна ҫӗмӗрсе кӗнӗ, укҫине ҫавна — этем сӑнарӗллӗ шуйттана — тыттарнӑ.

Этот молодой человек был так уверен, что его возлюбленная тоже сошла с ума от любви, что взломал кассу патрона и деньги передал той, — дьяволу в человеческом образе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпир Совет влаҫӗ юлташлӑха хирӗҫ тӑшманла ӗҫ тунӑ хурахсене тытса хупӗ, пӗтӗм укҫана кассӑна тавӑрса партарӗ тесеччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑхпа ҫав йывӑра ҫӗнмешкӗн ҫӑмӑлрах, ҫавӑнпа юлашки пус-тенке пӗр кассӑна хыватпӑр, ӗҫ кал-калрах кайтӑр тесе, триер та, молотилка та, ытти хатӗрсем те туянас тетпӗр.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, кассӑна ҫаратнӑ хыҫҫӑн, кооператив ахаль те нушана кӗрсе ӳкрӗ, каларӑм-ҫке, тен, вӑл тек тытӑнса та тӑраймӗ… — килӗшесшӗн пулмарӗ Телегин.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кассӑна ҫаратса кайсан, пурте ҫука юласран та, кооператива кӗнӗшӗн вӗлересрен те хӑраҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн скрипача ҫапас килчӗ; ҫакна тӑвас мар тесе эпӗ чышкӑсене хам ая туса урайне лартӑм та, ӑна укҫана кассӑна хума хушрӑм.

Мне хотелось ударить скрипача; чтоб не сделать этого, я сел на пол, подложив под себя кулаки, и велел ему положить деньги в кассу.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ӗҫлесе илнӗ укҫаран ҫирӗм процентне хама хӑвараттӑм, ыттине кассӑна параттӑм.

Получал двадцать процентов от заработка, а остальные должен был сдавать в кассу.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Бомба ӳксе алтнӑ вырӑнсем те, ишӗлсе аннӑ хӳме те, ӳпне ҫавӑрӑнса кайнӑ будка та, кассӑна аркатнӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ юпасем те, паркра йывӑҫсен тӗмескисем хушшинче чупса ҫӳрекен пӑсара та Юрӑна йӑпатма пултарайман.

Юру не привлекали воронки, разломанный забор, перевернутая будка, касса, от которой осталось несколько столбиков, ни даже песец, бегавший где-то тут, в парке, между кустов.

8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Кассӑна вӗсем ҫӗрпӳртре никам пӗлмелле мар вӑрттӑн вырӑнта пытарса усраҫҫӗ, кашнинченех пӗр вӑхӑтра пухакан укҫана пӗтӗмпех унта хурса пыраҫҫӗ.

Она хранилась в землянке в потайном месте и периодически пополнялась единовременными взносами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed