Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗсем акӑ мӗнле йышӑнаҫҫӗ: ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах, — ӗнтӗ кайӗҫ вӗсем, месерле кайса ӳкӗҫ, сусӑрланӗҫ, серепене лекӗҫ, ҫакланӗҫ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ялан ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах».
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрремӗш йӗрке хӗрлӗ йӗрке шутланать, ҫавӑнпа ӑна ытти йӗркесенчен кӗререх ҫырмалла.Причем начало первой строчки находится еще дальше от края (красная строка), чем другие.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Калӑпӑр акӑ, ун пуҫне пӗр йӗрке пырса кӗчӗ, анчах ун валли рифма тупӑнмасть, ҫав йӗркене вӑл чӗрет те пӑрахать, ҫӗнӗ йӗрке ҫырать, вара малалла чӑрлаттарать кӑна.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
22. Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп, 23. ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуплет, пуплет хулӑн тетрадь хӑйӗн хуҫипе, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке сӑвӑ калать.
Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Унӑн сӑввисен хӑш-пӗр йӗркисем янравлӑ рифмӑпа пуҫланаҫҫӗ, янравлӑ рифмӑпа пӗтеҫҫӗ, теприсенче — рифмӑсем йӗрке варринче.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пӗр йӗрке ҫырчӗ, хуратрӗ, тепӗр йӗрке ҫырчӗ, татах тем килӗшмерӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Радикӑн ашшӗ хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫирӗп йӗрке туса хатӗрленӗ, ҫав йӗрке тӑрӑх пӗчӗк Радике юлташӗсемпе пӗрле урамра чупма-выляма питӗ сахал вӑхӑт юлнӑ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
— Ялсенче йӗрке тӑвӑр, хамӑр патшалӑха кирлӗ пек йӗрке, — терӗ вӑл.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗнле йӗрке вӑл хӑйсене тӑрантарса пурӑнакан халӑха тыткӑна илсе каяс йӗрке?
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хальхи вӑхӑтра унта нимле йӗрке те ҫук, йӗрке пуласси пӑхса та курӑнмасть.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Акципе килӗшӳллӗн йӗрке хуралҫисем Ачча, Пайкилт, Ҫӗнӗ Чалкасси, Шӑхасан, Ямаш шкулӗсене ҫитсе килнӗ, ачасемпе тӗл пулнипе пӗрлех асӑннӑ ялсенче пурӑнакан йӗркесӗр ҫемьесене те тӗрӗсленӗ.
Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/
Ачасем преступлени ҫулӗ ҫине тӑрассине тата йӗркене пӑсассине сирсе ярас тӗллевпе йӗрке хуралҫисем ҫулсерен «Полици тата ачасем» акци йӗркелеҫҫӗ.
Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/
Вырӑнти бюджетсене субвенцисем уйӑрса памалли йӗрке, Чӑваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетӗнчен уйӑрса паракан субвенцисем ҫав субвенцисене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫ пулса тӑраҫҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ федераци бюджетӗнчен субвенцисем уйӑрса памалли йӗркепе килӗшсе тӑмалла.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Ҫемье хроники пӗр общество йӗрки йӑшса, юхӑнса пынӑ, ҫӗнӗ йӗрке ҫывхарса килнӗ вӑхӑта кӑтартса пама уйрӑмах меллӗ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ.
Росгварди ӗҫченӗсем Шупашкарта ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31568.html