Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлипе (тĕпĕ: йӑла) more information about the word form can be found here.
Чӑвашсен авалхи йӑлипе ӑна ялӗпех пытартӑмӑр.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Мероприяти тени хӑпартса, ӳстерсе каланӑ пек туйӑнать пулин те, ӑна чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан йӑлипе пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма ырӑ сунса йӗркеленӗ ӑсату каҫне ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, Николай Александровича хисеплекен тус-тантӑшӗ чылайӑн пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Ӑна Камай чей ӗҫме сӗтел хушшине чӗнчӗ, чӑвашсен сӗм авалтанах пыракан йӑлипе тытрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Кик-кирукку» тенӗ-ха вӑл авалтан килекен йӑлипе, ачана вара «Кирук кукку» тенӗ пек илтӗнет.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кӗпе эрешлӗхне тата ӗлккен хушпупа тухья капашне пӑхсан ⎼ ку тум, сапах та, анат енчисен йӑлипе килӗшсе тӑнӑ.

Help to translate

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Хумкка хӑй йӑлипе пӗрер черкке тултарса парасшӑнччӗ Ҫимуна, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӑтаран ҫӗлӗкӗпе кӗрӗкне илсе тӑхӑнчӗ, пуҫ тайса тухса кайрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Удмурт хӗрарӑмӗсем яланхи йӑлипе пӳрт пӗренисене сараличчен хырса ҫунӑ иккен, урайпа мачча таранччен тап-таса.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ кил хуҫисем чӑваш йӑлипе мунча хутса кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑвашсен йӑлипе, ку тав курки тени пулать.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем шухӑшпа мар, пур япалана та тӗпчесе пӑхма хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗленчене илсе шӑршларӗ те унта краҫҫын пулнине пӗлчӗ…

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашсен вашаватлӑ йӑлипе, пӳрте кӗнӗ ҫынна, вӑл кирек кам пулсан та, пӗр сӑмахранах хирӗҫлесе калани аван мар.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнӑхнӑ йӑлипе тӗкӗр умне пычӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайма тӑрсан, хӑнӑхнӑ йӑлипе аллине кӗсйине чиксе пӑхрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ, хӗрарӑм йӑлипе, куҫне самай йӗпетсе илчӗ те сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ пуҫтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл, яланхи йӑлипе ҫывӑрма выртас умӗн питне-куҫне ҫурӗ, шӑлне тасатрӗ, тӗкӗр умне пырса ҫӳҫне турарӗ /ун шухӑшӗпе пуҫ кун пек ҫӗр каҫа лайӑхрах канать/, электролампа сӳнтерме тесе аллине ҫеҫ тӑсрӗ — коридорта ура сасси илтӗнсе кайрӗ, каччӑ вырӑн ӑшне чӑмрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Яланхи йӑлипе вӑл карттусне хывса сулахай аллине тытрӗ, кӗрӳшне алӑ пачӗ.

Help to translate

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илья Ильич, яланхи йӑлипе, пирус туртса ячӗ те шӑрпӑкне урайне пӑрахрӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сывӑ-и, ӑмӑрткайӑксем! — хыттӑн саламларӗ Захаров, ун хыҫҫӑн яланхи йӑлипе кашнине алӑ парса тухрӗ.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпи-карчӑк, юмӑҫ ваттисен йӑлипе чӳк тума пуҫларӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed