Шырав
Шырав ĕçĕ:
1943 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле Могилев облаҫӗнчи Чаус районне кӗрекен Глушец ялӗн хӗвеланӑҫ енче (халӗ Ново-Егоровка) Монан Шарифулин сапер-хӗрлӗармеецпа пӗрле, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тӑшман траншейи умӗнче пӳлмесенчен иртмелли ҫул тунӑ, ҫакӑнпа вӗсем дивизи чаҫӗсем валли тӑшман хӳтӗлевӗн малти пайне татса кӗрессине ҫӑмӑллатнӑ.
Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Мероприяти пынӑ май, ачасене ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ҫуран иртмелли вырӑнтан каҫмалли, велосипедпа ҫур урлӑ каҫнӑ чухне велотранспортран анса, ӑна ҫавӑтса утмалли ҫинчен ӑнлантарса пачӗҫ.
Ачаранах ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ne-vrenecc
Майӑн 7-мӗшӗнче «Авангард» УМЦ РФ геройӗ Максим Владимирович Серафимов ячеллӗ «Парк Патриот» АНО ДО базинче Республикӑри физкультурӑпа массӑллӑ ӑмӑртусем ПР ҫарпа патриот клубӗсен тата пӗрлешӳсен воспитанникӗсем хушшинче «Гонка Героев» чӑрмавсене иртмелли ӑмӑрту пулнӑ.
Ачасем кӑткӑс трассӑна тивӗҫлипе утса тухнӑ та ятлӑ жетонсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3758624
Арне Вебер вара ҫакӑн пек позицие малашлӑхсӑр тесе хакланӑ, ҫак кӗркунне иртмелли муниципаллӑ суйлав хыҫҫӑн ыйтӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухса ҫӗнӗ йышӑну тӑвасса шаннине пӗлтернӗ.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ертсе пыракан коалици 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тата 19-мӗшӗнче иртмелли парламент суйлавӗ валли хӑйӗн 187 кандидачӗн списокне пичетлесе кӑларнӑ — Элизабет Борн хӑйӗн кандидатурине Нормандири Кальвадос департаментӗнче тӑратнӑ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
Унӑн контракчӗн срокӗ май уйӑхӗнчех иртрӗ, анчах РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн мобилизаци шайӗнче ҫар служби иртмелли контракт кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна ятарлӑ ҫар операцийӗ вӗҫленичченех тӑсаҫҫӗ.
Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147
Сирӗн лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланса хак паракан шухӑш-кӑмӑлӑр тата тытӑмлӑн туса пыракан ӗҫӗр малашне те регионӑн мала иртмелли стратегине тухӑҫлӑн пурнӑҫлама тата ентешӗмӗрсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/07/ole ... yuzov-chuv
Унта вӑл хулари пӗтӗм ӗҫхалӑхӗн пухӑвӗ пулса иртмелли ҫинчен илтнӗ, анчах хӑҫан пулассине Тихомирнов Павлуша тӗплӗн пӗлтермен.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каҫхине; кӗҫех ҫырса кӑтартасси пулса иртмелли пысӑк терраса; кӗмӗл ҫаврашкасен уҫӑмлӑ, тулли ҫути хӑйӗн ӗлки тӑрӑх ҫӑра тӗттӗмлӗхре куҫать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Республика Правительстви экономикӑн чӑн секторӗнче мала иртмелли проектсем валли 2017 ҫулта 1,5 миллиарда яхӑн уйӑрса пама хатӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Марта асӑннӑ кантур тенӗскер — мастерскойран хваттере иртмелли вырӑнти пӗр кӗтес, унта телефон тата Баркетӑн ҫыру сӗтелӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анлӑ стратегин республикӑна аталантармалли ултӑ проекчӗ шутӗнче эпир «Атӑл — экологи енӗпе мала иртмелли регион» проекта тӑратрӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Аслӑ шкул наукипе промышленноҫ пӗрле ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем аталанаҫҫӗ, ӑслӑлӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ отрасльсенче мала иртмелли проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, туса кӑларакан инновациллӗ таварсен тӗсӗ тата калӑпӑшӗ пысӑкланать.
Михаил Игнатьев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/08/news-3775282
Конференцин черетри — тӑваттӑмӗш заседанийӗ пулса иртмелли ҫурт патне ҫывӑхарнӑ чухне, ҫур сехете кая юлса пыракан Бауман урамра ҫынсем темшӗн ытла хыпаланса ҫӳренине асӑрхарӗ, ахаль ҫын ҫавна сӑнаса илме те пултараймасть; ун пек япаласем пӗр-пӗр ҫурта полици ҫавӑрса илес умӗн е ҫынсене нумайӑн арестлес умӗн яланах пулаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗме майлӑрах пултӑр тесе, вӗсен урлӑ ҫын иртмелли хушӑсем пур, шалти коридорсем тӑрӑх циркран халӑх тухмалли алӑксем нумай.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Халь тин ӳпкелесен те, ӳкӗнӗҫпе мӑртлатас-тӑртлатас тесен те — иртнӗ ӗнтӗ мӗн иртмелли, шӑпа авӑрне йӑмнӑ ӗнтӗ йӑммаллипех.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Масар алӑкӗ патӗнче, вӗсем иртмелли урамра, «Пиштольджия» кафанӑра болгарсем шавлаҫҫӗ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӑвӑл сӑмсахӗн ҫумӗпе иртмелли ҫеҫ юлать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелли васкавлӑ суйлавра 15 мандат уйӑрса парӗҫ, вӗсенчен пиллӗкӗшне — ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсем валли, иккӗшне — район депутачӗсен пухӑвӗ валли, саккӑрӑшне вара ял поселенийӗн депутачӗсем валли парӗҫ.
Чӑваш Енри ака уйӑхӗнчи суйлава 45 кандидата регистрациленӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ака уйӑхӗнче иртмелли суйлава 45 кандидата регистрациленӗ, пӗр кандидат регистраци хыҫҫӑн тухса ӳкнӗ, тӑваттӑшӗ суйлава хутшӑнассинччен туннӑ, иккӗшне кандидатсен ят-йышӗнчен кӑларнӑ.
Чӑваш Енри ака уйӑхӗнчи суйлава 45 кандидата регистрациленӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах