Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнине (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Тавлашу мӗнле хӗрсе кайнине калама та йывӑр, тавлашса ҫӗнтерейменнипе тарӑхса кайнӑ Кӗнати хӑйне тута урлӑ «хӗртсе» илнине сиссе те юлаймасть Вихтӗр.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ывӑлӑм, эсӗ ҫавӑн пек мӑшӑра суйласа илнине ырлатӑп кӑна, — хӑй ирӗксӗрех тухнӑ куҫҫулӗсене шӑла-шӑла илчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хыткан хулпуҫҫийӗсем тӑр-тӑр чӗтресе илнине асӑрхать Ваҫук.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Куракансем актёрсем питӗ лайӑх суйласа илнине, ҫавӑн пекех фильм «тӗп вырӑна вырӑс халӑхӗн хаклӑхӗсен системине лартнине, вӗсене вӑл питӗ хисепленине, позитивлӑ, тӑрӑхласа, ҫивӗччӗн кӑтартнине» палӑртнӑ.

Зрители отметили прекрасный подбор актёров, а также то, что фильм «ставит во главу угла систему русских ценностей и относится к ним очень уважительно, иронично, позитивно, остроумно».

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Чӗри хыттӑн чиксе илнине пула вӑл чарӑнса тӑнӑ…

Help to translate

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ӗне ферми тӗлне ҫитсен, вӑл кормокухня чӳречинче ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илнине асӑрханӑ.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сергей Петрович куҫне хупрӗ те больницӑра выртакан Светланӑна курчӗ, хӑйне чуптуса илнине, вӑл юлашкинчен каланӑ сӑмахсене аса илчӗ:

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Каярахпа эпӗ вӑл физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнине, Шупашкарти пӗр вӑтам шкулта физкультура вӗрентнине, вӑрҫӑ пуҫлансанах госпитале куҫнине, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑна ҫӑмӑл атлетикӑпа республика чемпионки ятне илнине пӗлтӗм.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗвел анса ларнӑран кӑштах тӗттӗмленме пуҫланӑ пӳлӗмре эпӗ хӗрача пӑлханнине те, унӑн пичӗ хӗрелсе кайнине те, куҫӗсене темӗнле тӗтре карса илнине те асӑрхаймарӑм, анчах ҫав самантрах хӗрӗн кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннине унӑн сасси чӗтренсе тухни систерчӗ мана.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев трасса тунӑ чухнех ҫул-йӗр иртекен муниципаллӑ округсем социаллӑ пурнӑҫпа экономика эффектне туйса илнине палӑртнӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Укҫана алӑ пусса илнине мантӑн-и, айван?

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Леш хӗрача тетрадьне тытса илсе, задачине ҫырса илнине учитель пӗлмен-и?

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Паҫӑрах кӗтнӗччӗ ҫак сӑмахсене Укань, юратать ҫав ҫынсем хӑйне ӑшшӑн кӗтсе илнине, мӗн тесен те, ялта пӗр ҫын-ҫке-ха, юмӑҫ ӑстисем урӑх ҫук.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑҫтан илнине пӗлӗпӗр унта, — терӗ Ҫтаппан, виҫӗ сурӑх тирне хӗрарӑмсене тыттарса.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӳлӗмрен пӗр пӗрчӗ тырра ыйтмасӑр илнине курам мар.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑҫта кайса мӗн тӑвассине Ҫтаппан хӑй ҫине илнине астуса ыйтмарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, кӗмӗлсене Ҫтаппанпа Макҫӑм илнине ним иккӗленмесӗр ӗненнипе, шухӑшламасӑрах хуравларӗ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нивушлӗ вут хыпса илнине туйми ҫывӑрнӑ?

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, аллӑ тенкине кӗркунне каялла пама та пӗр эрнешӗн малалла илнине ӗҫлесе татма тивтӗр.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed