Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй калама ҫук йӑрӑ, алӑран вӗҫерӗнесшӗн тапӑлтатать.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
— Ҫук! — ытамран вӗҫерӗнесшӗн турткалашрӗ хӗр.
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
— Мӗн эсӗ? — ыйхӑ тӗлӗшпе аппӑшӗн ытамӗнчен вӗҫерӗнесшӗн пулчӗ Натюш.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫын умӗнче май пултӑр! — Михха ытамӗнчен вӗҫерӗнесшӗн хиркеленчӗ Лукарье.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пирӗн алӑран вӗҫерӗнесшӗн сӳпӗлтетнине туймастӑн-им?
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ан ҫулӑх, йӗксӗк, кунта ялти мар, — ун аллинчен вӗҫерӗнесшӗн пулчӗ тепри, кивӗ кӑна улача кӗпе тӑхӑнни.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Сӑмах чӗлхерен вӗҫерӗнесшӗн пулсан та тытса чар ӑна», — акӑ мӗнле йӑла пулнӑ унӑн.«Если слово просится с языка, сдержи его», — вот что было его правилом.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Спартак вӑл ыталанинчен вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ те Валерие ачашласа: — Эпӗ тупа тунине саншӑн пӑсма ирӗк илсен, сан патна таврӑнӑп… эпӗ ыран, тепӗр кунне, май килсенех таврӑнӑп. Эсӗ вара мана каҫаран, мана тата хытӑрах юратакан пулӑн… енчен пирӗн хушӑра хальхинчен те пысӑкрах юрату пулма пултарать пулсан… Чипер юл! — терӗ Спартак.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Туратран вӗҫерӗнесшӗн аппаланса тӑракан болгар Уча пенӗ-пемен юр ҫине ӳкрӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Иленька чӗнмест, вӗҫерӗнесшӗн урисемпе тапкаланать.Иленька молчал и, стараясь вырваться, кидал ногами в разные стороны.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йытӑсем малтанхи пекех сӑнчӑртан вӗҫерӗнесшӗн туртӑнаҫҫӗ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Американецӑн мӑнтӑр йыттисем сӑнчӑртан вӗҫерӗнесшӗн туртӑнаҫҫӗ, каҫса кайсах вӗреҫҫӗ.Откормленные собаки американца рвались с цепи, лаяли до хрипоты.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ильсеяр, алӑран вӗҫерӗнесшӗн пулса, туртӑнчӗ, хӑйне пулӑшма чӗннӗ пек, аллине тулхӑракан юханшыв еннелле тӑсрӗ.Ильсеяр рванулась и, словно взывая о помощи, протянула руку к бесновавшейся реке.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӳрех ӗненместӗп-ха куна, йӑнӑшасран шикленетӗп, анчах самант иртет ак, унтан татах — Маринка ман ытамран вӗҫерӗнесшӗн туртӑнмасть, сӑнӗнче ерипен ӑшӑ, лӑпкӑ кулӑ палӑрса тухать…
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ ӑна тытса чаратӑп, каялла туртатӑп, вӑл алӑран вӗҫерӗнесшӗн авкаланать, эпӗ тата ҫирӗпреххӗн ҫупӑрласа илетӗп, Маринка парӑнать: чӳречерен хӑпса, тӳрленсе тӑрать.Я ее удерживаю, тяну назад, она сопротивляется, я обнимаю ее еще крепче, и Маринка сдается.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Ну, Виталий, яр, — унран вӗҫерӗнесшӗн аллисемпе ӳпкевлӗн туртӑшкаларӗ вӑл.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫыранран инҫе те мар пӑр лаптӑкӗ ҫинче аяккисене шӑтарнӑ ӳпле юхать, ун умне йытӑ кӑкарнӑ, вӑл ниҫта кайса кӗме пӗлмест: пӗрре кайри урисем ҫине ларать те пуҫне каҫӑртать — ӳлеме тытӑнать пулмалла, тепре кантрине татса вӗҫерӗнесшӗн талпӑнса туртӑнать.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Бобик алӑран вӗҫерӗнесшӗн тапаҫланать, ҫӑмне тӑратса янӑ, харлатса ҫеҫ выртать.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Клодт Бронзӑран тунӑ ачасен аллисенчен вӗҫерӗнесшӗн туртӑнакан пӑхӑр лашасем тӑракан вырӑнта чечексем лартнӑ ешчӗксем курӑнаҫҫӗ, — вӗсене пушанса юлнӑ вырӑн ан хурлантӑр тесе лартнӑ.
Пӗтӗм чӗререн // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Павел, аллипе унӑн хулпуҫҫине тӗренсе, вӗҫерӗнесшӗн пулчӗ, кӑшкӑрашрӗ:
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
- 1
- 2