Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренет (тĕпĕ: вӗрен) more information about the word form can be found here.
Аслӑ хӗр Хусанти юридически институтра пӗлӳ илет, иккӗмӗшӗ 8-мӗш класра вӗренет.

Help to translate

Ӗҫлӗ пулӑшу кӑтартнӑшӑн хисеп те пулмалла // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... e-pulmalla

Ксения хӗрӗ Пелепей хулинчи пушкӑрт гимназийӗн 11-мӗш класӗнче вӗренет.

Help to translate

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Хӗрӗ Светлана Сочире вӗренет, туризм сферинче ӗҫлеме хатӗрленет.

Help to translate

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Тетей пединститутра вӗренет, май килсенех амӑшӗ патне килне васкать, ӑна килти ӗҫсемпе пулӑшма тӑрӑшать.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑҫал профильпе 10 тата 11 классенче ӑс пухакан 23 ача вӗренет.

Help to translate

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Аслӑ ывӑлӗ Павел нефть университечӗн иккӗмӗш курсӗнче вӗренет, Арсений ывӑлӗ - 10-мӗш класра вӗренет, кӗҫӗн хӗрӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренет.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Комиссие килнӗ яшсенчен улттӑшӗ Муркаш тата Элӗк районӗсен ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ ДОСААФра водительте вӗренет.

Help to translate

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Сӑмах май, Александр Достоваловӑн мӑнукӗ Олег та кадет корпусӗнче вӗренет, аслашшӗ хыҫҫӑн кайма ӗмӗтленет.

Help to translate

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Геройӗ Достовалов ячӗллӗ кадет корпусне ҫитсе курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3755153

Паянхи кун кунта 320 кадет вӗренет.

Help to translate

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Геройӗ Достовалов ячӗллӗ кадет корпусне ҫитсе курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3755153

— А ун алкоголӗк ашшӗ пур, ҫампа начар вӗренет, — текелет вӑл, ҫынран мӑшкӑлланӑ чух селекине япӑлл юхтарса.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫине-ҫинех темиҫе хутчен каласан тин вӗренет Кӗтерук «Ленинград» тесе тӗрӗс калама.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗрре пикенсен, пуринчен те ирттерет, хӑть мӗнле тӗрӗ кӑтарт ⎼ ӑна туххӑмра вӗренет».

Help to translate

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ачасене хушма пӗлӳ паракан икӗ учрежденире 591 ача вӗренет: Ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче — 435, Нюксеница ДЮСШ-ӗнче — 156 ача.

В двух учреждениях дополнительного образования детей занимается 591 обучающийся: в Доме детского творчества — 435 человек, в Нюксенской ДЮСШ — 156 человек.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Вӗсенче 1066 ача вӗренет.

В них обучается 1066 учащихся.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Ангелина хӗрӗ Уфара, агропромышленноҫ колледжӗнче вӗренет.

Дочь Ангелина учится в Уфе, в агропромышленном колледже.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... ey-3641608

Университетра 35 пине яхӑн студент вӗренет.

В Университете обучается около 35 тыс. студентов.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Халӗ кунта мӗнпур классене илсен пурӗ 34 ача вӗренет.

Сейчас тут 34 ученика во всех классах.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Давыд 1934 ҫулта счетоводсем (бухгалтерсем) хатӗрлекен курсра пӗлӗвне ӳстерет, 1936 ҫулта колхоз руководителӗсен курсӗнче вӗренет.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Пилӗк таран явӑнса тӑракан ҫивӗтне касса пӑрахать, арҫын пулса, лаша утланса ҫӳрет, суха сухалать, сӳре сӳрет, кӗтӳ кӗтет, чӗлӗм туртма вӗренет.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Венюк нумай шухӑшласа тӑмарӗ, тӳрех: — Ман савние Айӑна хӗр ҫумӗ тӑвар мар-и? Вӑл манпа пӗрле вӗренет, маттур, ӗҫчен хӗр пӗрчи. Ӑна эпӗ сирӗн туйӑр хыҫҫӑн кӑшт каярах качча илме хатӗрленетӗп, — тет.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed