Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑсӗ (тĕпĕ: вырӑс) more information about the word form can be found here.
Вырӑсӗ, тутарӗ, пушкӑрчӗ, ҫармӑсӗ…

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗрлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ эпир ҫар хӗсметӗнче — вырӑсӗ, тутарӗ, чӑвашӗ, мӑкши, дагестанецӗ, осетинӗ т. ыт. те.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӗсене курса, Серебряков та, Шупашкар вырӑсӗ, хӑйӗн йывӑҫ ҫуртне кунта куҫарса килет.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑҫал ҫумӑр вӑйлӑ ҫурӗ, Арман пӗви татса кайрӗ, Вырӑсӗ юхса кайрӗ, Майри ман валли юлчӗ!

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вара пирӗн пата пурте пыма тытӑнӗҫ: вырӑсӗ те, тутарӗ те, ҫармӑсӗ те, вотякӗ те, ирҫе-мӑкши те, мишерӗ те, чӑвашӗ те…

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑсӗ, чӑвашӗ, ҫармӑсӗ те пур: Пур те ҫивӗчӗ те, йӗкӗт те, маттур: Ҫӗр ӗҫлекенсен юнӗпе шӳнисем, Халӑх пурлӑхне кӳпсе кайнисем…

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑмах майӗн каласан, Андрей — Етӗрне вырӑсӗ, вӑл кунта киличчен ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе пурӑннӑ, вӑл вӗсене аслӑ ҫула тухма пысӑк пӗлӳ панӑ.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Маҫаккӑшӗ унӑн сала вырӑсӗ пулнӑ иккен.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пилӗк пинлӗ хор — чӑвашӗ, вырӑсӗ, тутарӗ, ҫармӑсӗ, мӑкши — пурте пӗр харӑс, килӗшӳллӗн, мӑнаҫлӑн «Тӑван ҫӗршыв» юрра янратса ярсан, эпӗ хама хам ҫунатланнӑ пек, ҫӳл тӳперен пӗтӗм аслӑ ҫӗршывӑмӑра курса вӗҫнӗ пек туятӑп.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Калаҫнинченех паллӑ, такам та пур кунта: вырӑсӗ, чӑвашӗ, ҫармӑсӗ, тутарӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫӗр ыйтмастпӑр эпир, ҫӗр ыйтмастпӑр, — терӗ тепӗр вырӑсӗ, Кӗприян текенни, Мелание хул айӗнчен тӑк-тӑк тӗксе.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ вӗсен тепӗр ӗҫ юлчӗ: Данилӑпа Куприян валли (иккӗмӗш вырӑсӗ ҫав ятлӑ иккен) ҫӗлӗкпе алсиш тупмалла.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, чӑнах ялалла тапатпӑр, Данила? — терӗ тепӗр вырӑсӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тимӗрҫӗн ун ӗҫ лайӑх, — терӗ ятне каламан тепӗр вырӑсӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тимӗрҫе тимӗрҫӗ улталамасть, — терӗ Лысков вырӑсӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑшт хушса парас мар-и? — ӑна ҫийӗнчех ӑнланчӗ аслӑраххи, Лысков вырӑсӗ текенни.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсӗ.

Русский.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вырӑсӗ, чӑвашӗ, ҫармӑсӗ…

Русские, чуваши, черемисы…

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку укҫана ҫав Чулхула вырӑсӗ кӗтӳҫ валли лартса хӑварнӑ пулнӑ.

Золото-то как раз и принес тот русский из Нижнего пастуху…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Мелник Чулхула вырӑсӗ пулнӑ.)

Мельник был нижегородским русским.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed