Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянине (тĕпĕ: выля) more information about the word form can be found here.
Эпӗ вара шахмата юратакансене ялан тулли кӑмӑлпа кӗтсе илетӗп, вӗсем мӗнле вылянине ялан кӑсӑкланса пӑхатӑп, вӑйӑ вӗҫленсен ӑшӑ сӑмах каласа кашнин кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклеме тӑрӑшатӑп, - калаҫӑва хутшӑнчӗ Алина Андреева библиотекарь.

Help to translate

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Тете шкултан таврӑннӑ та эпӗ ҫак кӗвве вылянине вӑрттӑн итлесе тӑрса тӗлӗннӗ пӗринче – ҫак кунран урӑх чармарӗ купӑсне тытма.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Шофер аллинчи канташкана малтан вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫатӑрласа тытать, унтан, Уртемре темле ытла хаяр вӑй вылянине туйса, мӗнле тӑнӑ ҫаплипех пӑрахать тин ҫеҫ ҫӗртен илнӗ катӑка.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл сӑмахпа вылянине курман, малашне мӗнле пулӗ ӗнтӗ…

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Улюн, йӗплӗ чӗлхеллӗ хӗрарӑм, эсир урамра вылянине унчченех курнӑскер, ывӑлне камсем-камсем хӗнеме пултарнине Сапсайкина каласа панӑ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑш-пӗр паллӑ гравюрӑсем кунта темиҫе экземплярпа тата тӗрлӗ вариантсенче упранаҫҫӗ, (тӗслӗхрен, «Китай шахмачӗн вӑййи» (1741—1763) — Франсуа Буше Франци художникӗн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ Джон Инграм британ гравёрӗн офорчӗ, ун ҫинче китайсен сянци наци вӑййине вылянине сӑнарласа панӑ (китай 象棋, пиньинь xiàngqí)).

Некоторые известные гравюры находятся здесь в нескольких экземплярах и различных вариантах (например, «Игра в китайские шахматы» (1741—1763) — офорт британского гравёра Джона Инграма по рисунку французского художника Франсуа Буше, который изображает китайскую национальную игру в сянци (кит. 象棋, пиньинь xiàngqí).

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Ватӑ ҫӑка айӗнчи вӑрӑм сак ҫине ларатӑп та юр пек шап-шурӑ ҫӳҫлӗ старикпе пилӗк-ултӑ ҫулхи ача мӗнле вылянине сӑнатӑп.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуканесем вылянине каҫса кайсах пӑхатчӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Вутту ҫунса пӗтет, кӑмакуна асӑрха, — хӑй, тӗлӗнмелле япала курнӑ евӗр, кӑмака умӗнче ҫутӑ вылянине пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрешекенсен куҫӗнче хӑрушӑ хӗлхемсем вылянине, аллисем чӑмӑртаннине Богданов курчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халлӗхе эпе сире циркра вылянине кӑтартӑп! — терӗ те Богданов кашнинех билет валеҫсе тухрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пит-куҫӗнче вӑй-хӑват вылянине сиссен, ун чӗрине упӑшки вилнӗренпе пулман ырӑ туйӑм пӗҫертсе кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула путсӗр каччине, вӑл эрех ӗҫнине, картла вылянине тата ют ҫӗршывра ҫӳренӗ чухне аскӑн хӗрарӑмсемпе явӑҫнине пӗтӗм ял пӗлнӗ, эсӗ ҫеҫ нимӗн те пӗлмен, пӗлме те тӑрӑшман.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Фильчин оркестрӗ кунашкал хӑватлӑ туйӑмпа вылянине астумасть Раман.

Help to translate

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫирӗк вуллине алтакан улатакка, хӗрпе каччӑ вылянине курса, хӑйӗн чӑрмавлӑ ӗҫне пӑрахсах аялалла кӑсӑкланса тинкерчӗ.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпӗ санпа ҫӗр варринче вылянине ҫынсем курсан ку арпашнӑ тейӗҫ тата.

Help to translate

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗчӗк чухнех ӑна ачасем, Кольӑпа пӗрле вылянине курсан, «Кольӑпа варлӑ» тесе витлетчӗҫ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Курасчӗ сирӗн ҫав самантра пӳртпе хапха тӗрри-эрешӗ епле ҫиҫсе вылянине!

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ирех уя тухса кашни чечек-курӑк куҫ умӗнче «чӗрӗлнине», хӗвел пайӑркисем сывлӑм пӗрчисем ҫинче вылянине курнинчен, тӑри тата ытти вӗҫен кайӑксен юррине тӑнланинчен ырри тата мӗн пур-ши?

Help to translate

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Пырсан-пырсан шыв ҫинче пулӑсем епле сиксе вылянине пӑхрӗҫ, хӑва хушшинче кӗтмен ҫӗртен шӑпчӑк юрласа ярсан, чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed