Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) more information about the word form can be found here.
— Куҫ лайӑх курмасть тетӗн, хӑв пӗрмаях аяккалла пӑхатӑн-ҫке.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Узин аллисене туратран вӗҫертрӗ те аяккалла сикрӗ.

Help to translate

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аяккалла ӳсекен тачка турат ҫине хӑйпе пӗрле хуларанах илсе килнӗ вӗрене персе ячӗ.

Help to translate

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗн ҫи-пуҫне утнӑ ҫӗртех илсе, аяккалла утрӗ вӑл, пӗве хӗрринчех тӑхӑнас темерӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унтан хӑвӑрт пуҫне ҫӗклерӗ, хӑй аяккалла пӑхрӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Суй, суй та, сӑмаха аяккалла пӑрса ан яр, кама улталас тетӗн, вӑрҫӑра пулнӑ Айдака-и?

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шанкӑ татӑкӗсем аяккалла сирпӗнчӗҫ, ҫавах та ытларахӑшӗ каска ҫывӑхнех ӳкрӗҫ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Лешӗ кӑрт аяккалла пӑрӑнчӗ, хӑйне тӗкӗнме памарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна ҫавна туйрӗ те аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кунтан Элимен Мазда ятлӑ хӗрлӗ тӗслӗ ҫурма спорт машини аяккалла кайса пыни аван курӑнать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Анчах вӑл таврара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, темле лӑпкӑ ҫанталӑк чухне те ҫил кашлать, нимле пархатарлӑ курӑк та ӳсмест; ӑнсӑртран унта кӗтӳ пырса тухсан, выльӑхсем те канӑҫа ҫухатса, аяккалла тарма кӑна пӑхаҫҫӗ, тет.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах ҫак уйрӑмлӑхсем совет саманинче халӑхсене пӗр-пӗринчен аяккалла уйӑрса ямарӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхарах пулма, туслашма кӑна пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑн пек калавӑн пуҫламӑшне вулатӑн та, — мӗнпе вӗҫленессине ҫийӗнчех пӗлсе, аяккалла хуратӑн: ҫавӑн пек очерксене тытатӑн та, авторӗ хӑҫан ӑҫта пулнине, кампа-кампа курса калаҫнине, вӗсем производство планне миҫешер процент тултарса пынине пӗлнисӗр пуҫне, сан асӑнта нимӗн те юлмасть, эсӗ ҫӗннине чухлаймарӑн, кӑмӑлу ҫӗкленнине туяймарӑн.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тем пек туйӑнчӗ мучие, пӑшал сасси ҫырма тӑрӑх аяккалла кусса кайсан.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ут, ут, сысна! — усаллӑн пӑхса, сержант аллинчи туяна аяккалла ывӑтрӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл чӗресне пуҫлатчӗ, тет те, унта шӑши тавраш кӗрсе ӳкнӗ пулсан, шӑшие, пыл ӑшне путнӑскере, аяккалла ывӑтса яриччен малтан, хӳринчен туртса кӑларса, ҫӑварне хыпатчӗ, тет…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан кай, — терӗ лешӗ пуҫне аяккалла пӑрса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир унран рак чирӗнчен хӑранӑн аяккалла тапса сикетӗр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Михала чӗрӗп пек хутланса ларнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ, пуҫӗ аяккалла пӑрӑннӑ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed