Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашшӑн the word is in our database.
ачашшӑн (тĕпĕ: ачашшӑн) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӑйне ачашшӑн ыталаса, куҫран ачашшӑн пӑхса, ачаш сӑмахсем калакан качча та курмасть-илтмест темелле.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Виктор ҫине ҫавӑн пекех ачашшӑн, хӑшпӗр самантсенче пуҫа ҫавӑрмалла ачашшӑн пӑха-пӑха илсе Антонина Федоровна ӑна юнашарти пӳлӗме, вырӑн сарса хатӗрленӗ ҫӗре, ӑсатрӗ, вара, лӑпкӑ ыйӑх сунса, унтан тухрӗ.

Антонина Федоровна проводила Виктора в соседнюю комнату, где постель была уже готова, и, пожелав спокойной ночи, вышла.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ун ӗмӗтӗнче ҫӳлӗ те йӑрӑс пӳллӗ хӗрарӑм курӑнать, вӑл аллисене лӑпкӑн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн пӑхать; вӑл ӑна садра, касса тикӗсленӗ йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче, е аллейӑра, е кавир тӑрӑх ҫӑмӑллӑн, пилӗкне чӗтретсе утнине курать, унӑн кӗрнеклӗ хулпуҫҫийӗсем ҫийӗнче пуҫӗ илемлӗн ларать, вӑл, этемӗн идеалӗ пек, пӗтӗм пурнӑҫӑн сӑнарӗ пек, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн курӑнать.

В мечтах перед ним носился образ высокой, стройной женщины, с покойно сложенными на груди руками, с тихим, но гордым взглядом, небрежно сидящей среди плющей в боскете, легко ступающей по ковру, по песку аллеи, с колеблющейся талией, с грациозно положенной на плечи головой, с задумчивым выражением — как идеал, как воплощение целой жизни, исполненной неги и торжественного покоя, как сам покой.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хам та пӗлместӗп вара, темшӗн вӑл ман ҫине тӗлӗнмелле ачашшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл ҫапла пӑхса тӑни мана тахҫан ӗлӗк ҫавӑн пекех пӗр ачашшӑн пӑхаканскер ман пурнӑҫпа вылянине аса илтерчӗ.

И не знаю почему, но этот взор показался мне чудно-нежен; он мне напомнил один из тех взглядов, которые в старые годы так самовластно играли моею жизнью.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Йытӑ, эпех тенӗ пек, вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ, ман ҫине хӑйӗн ӑслӑ куҫӗсемпе ачашшӑн пӑхрӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Ҫав вӑхӑтра темле ҫӑмламасскер ачашшӑн нӑйкӑшса умран та хыҫран сиккелеме тапратрӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Вӑл пирӗн пата пычӗ, алӑсене ачашшӑн ҫулакаларӗ те хӑйӗн тусӗпе вар тӑрӑх таҫталла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Силпи Тетей енне ачашшӑн пӑхса илчӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ачашшӑн ыталать, хӗрӳллӗн чуп тӑвать хӗр.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме хӑйӗн вӑрӑм куҫ тӗкӗсене ачашшӑн антарчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӑл аллине ӑшӑ туйӑмпа Элиме хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, тӳрремӗн куҫӗнчен пӑхрӗ, ачашшӑн каларӗ:

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсен ытларах та ытларах пӗр-пӗринпе пулас, кӑвакарчӑнсем пек ачашшӑн калаҫас килчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тахҫанах курман ӑна, ҫӗркаҫ темшӗн хумханса кайрӑм, — вӑл Кирей тутинчен ачашшӑн чуп турӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элиме Кирее ачашшӑн ыталарӗ, сӑпайлӑн куҫне антарчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элиме Кирее пӳрнипе тӗллерӗ, хӑй ачашшӑн кулчӗ, унтан утиялпа ҫӑмхалансах выртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кал-каллӑн та ачашшӑн антарчӗ Элиме куҫ харшийӗсене.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Халӗ ӗнтӗ, манӑн хаклӑ Кирей, пӗлетӗп, тепринче сана кӑмӑла каймалла кӗтсе илӗп, — вӑл Кирее пит ҫӑмартинчен кӑшт ҫеҫ сӗртӗнсе ачашшӑн чуптуса илчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӑхатӑп та, эсӗ ҫавах та ытлашши пуҫтах тата намӑс-симӗссӗр, — вӑл Кирее ҫурӑмӗнчен темиҫе хут ачашшӑн ҫапса илчӗ хӑйӗн ҫемҫе ал лапписемпе.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Элимен куҫӗсем савӑкланчӗҫ, вӑл кӑмӑллӑн кулса ячӗ, ачашшӑн каларӗ:

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫитменнине, эсӗ ашкӑнчӑк-ҫке, Элиме, — ачашшӑн ал лаппипе ҫапса илчӗ вӑл хӗре ӗнсинчен.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed